Шăхач
| Ял-хула | |
| 55°00′50″ с. ш. 47°16′33″ в. д.GЯO | |
| Патшалӑх |
|
| Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен |
| Муниципаллă район | Патăрьел |
| Ял тăрăхĕ | Шăхач |
| Пуҫлӑх | Васильев Иван Федорович |
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 |
| Халӑх йышӗ | |
| Халӑх йышӗ | 603 ҫын (2010[1]) |
| Национальноҫсем | чăвашсем, ирçесем, вырăссем |
| Цифра идентификаторӗсем | |
| Телефон кочӗ | +7 83532 |
| Почта индексӗ | 429363 |
| ОКТМО кочӗ | 97507000266 |
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 97207852001 |
|
|
|
| gov.cap.ru/main.asp?govid=302 | |
|
|
|
Шăхач, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. 1955-мĕш çултанпа ун çумне Тури Сĕнтĕр (Ирçе Сĕнтĕр) тата Анат Сĕнтĕр ялĕсене те пĕрлештернĕ.
Чĕмпĕр кĕпернийĕн ялĕсен 1913-мĕш çулхи йышĕнче Шăхачра вырăссемпе чăвашсем, Тури Сĕнтĕрте модвасем, Анат Сĕнтĕрте чăвашсем пурăнаççĕ тенĕ. 1897-мĕш çулхи йышра вара пуринче те чăвашсем пурăннă пек пулса тухать.
Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулчен Патăрьел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăрьел районне кĕрет [2].
1940-мĕш çул тĕлне 150 ытла килте чăвашсем, 62 килте ирçесем, 41 килте вырăссем пурăннă; 21-мĕш ĕмĕр тĕлне вырăссем пурнакан килсен шучĕ 5, ирçесем пурнакан килсен шучĕ те çавăн чухлех[3]. Тепĕр çăлкуç тăрăх: 2014-мĕш çул тĕлне ялта мĕнпурĕ 285 кил пулнă, вĕсенчен 13-шĕнче ирçесем, 11-шĕнче вырăссем[4]. Çапла вара кунта пурнакансен пысăкран та пысăк пайĕ, хуть те хăш енчен пăхсан та, хальхи вăхăтра чăвашсем пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенче тĕрлĕрен палăртни хутăш килйышсене кăтартни-кăтартманнинчен килнĕ пулас.
Паллă çыннисем
- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Селиверстов Роман Иванович — Георги хĕресĕн тулли кавалерĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ
Вуламалли
И.М.Матросов, С.Я.Карягин, А.И.Мефодьев. . — 2005. — С. 206. — 376 с.
Каçăсем
Ӑнлантарусем
- ↑ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ↑ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ В. П. Сергеев çырни тăрăх (Патăръел энциклопедийĕ, 2-мĕш том)
- ↑ Зайцева, Елена. Три языка одной деревни (Советская Чувашия хаçатран)
| Патӑрьел районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
|---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Сĕнтĕр • Анат Туҫа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нӑрваш Шӑхаль • Пăлакасси • Пӑлапуҫ Нурӑс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патӑрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шӑнкӑртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми | ||