Еншик
| Ял-хула | |||||
| Еншик | |||||
|---|---|---|---|---|---|
|
|||||
| 55°04′31″ с. ш. 47°30′03″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
| Муниципаллă район | Патăрьел | ||||
| Ял тăрăхĕ | Хирти Пикшик | ||||
| Пуҫлӑх | Алигберов Зульфир Рафаилович | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ | 428 ҫын (2010[1]) | ||||
| Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
| Конфессисем | православсем | ||||
| Катойконим | еншиксем | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 83532 | ||||
| Почта индексӗ | 429371 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 97507000156 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 207 820 006 97 207 820 006 | ||||
|
|
|||||
| gov.cap.ru/main.asp?govid=295 | |||||
|
|
|||||
Еншик, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял, Пăла хĕрринче вырнаçнă.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.
Истори
Ку ялпа çывăх хулашсем вырнаçнине асра тытсан ку вырăнта малтан болгарсем пурăнни çинчен калама пулать. Еншик патĕнче те улăп тăпри пур.
1805 çулта Пӑва уесӗнчи çĕрсене тĕпрен уйăрма пуçличчен Еншикре 64 кил пулнă. Ял ятне шута илсен, пуçарса яраканĕсем Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллă, е Тăвай районĕнчи Енӗш Нӑрваш ялĕсенчен пулнă пуль теме пулать.
1911 çулхи Чĕмпĕр кĕпернийĕнчи кашни киле çырса илнĕ чухне ялта 148 кил, пурăнакансен йышĕ 900 çын патнелле пулнă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Паллă çыннисем
- Сантăр Аксар, критик, сăвăç.
- Ахмеев Василий Николаевич, Коми патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ.
- Ахмеев Гурий Николаевич, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ.
- Ахмеев Селивестр Николаевич, ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Сидоров Пётр Александрович, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн иккĕмĕш ректорĕ.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ↑ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ↑ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
.
Каçăсем
| Патӑрьел районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
|---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Сĕнтĕр • Анат Туҫа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нӑрваш Шӑхаль • Пăлакасси • Пӑлапуҫ Нурӑс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патӑрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шӑнкӑртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми | ||