Контент патне куҫ

Начар Упи

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Начар Упи
выр. Начар-Убеево
Ялав Герб
Ялав Герб
54°59′11″ с. ш. 47°50′13″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Ксыл-Чишма
Пуҫлӑх Минаев Рустям Равилович
Историпе географи
Никӗсленӗ 1666
Малтанхи ячӗсем Красномайск
Ҫӳллӗш 134
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 557 ҫын (2010[1])
Национальноҫсем чăвашсем, мишерсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83532
Почта индексӗ 429355
ОКТМО кочӗ 97507000191
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 207 837 001 97 207 837 001

gov.cap.ru/main.asp?govid=298
Карттӑна кӑтарт/пытар
Начар Упи на карте
Начар Упи
Начар Упи

Начар Упи, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2009 çул тĕлне ялта 260 çынна яхăн пурăннă.

МУ СХП "Сугутское", Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавккасем: «Аскольд», «Çăлкуç».

Урамсем

Ăвăскасси, Мишеркасси, Сироткин, Çамрăксен, Çĕнĕ , Тĕп.

Ялта шкул, ял вулавăшĕ вырнаçнă.

Тавралăхĕ

Вăл 1666 çулта никĕсленнĕ. Центăртан 35 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Начар Упи Тутар Республикипе тата Ельчĕк районĕпе кӳршĕллĕ вырнаçнă.

Кун-çулĕ

Начар Упи ялне 350 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Малтанласа Начар Упи ятлă пулнă. Тĕрлĕ архив хыпарĕсемпе çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе, ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та вĕсенчен чи тĕрĕсси яла 1666 çулта никĕсленни çинчен пĕлтерет.

Красноармейски районĕнчи Çинче Кĕпер Упи тата Тусай Упи ялĕсен çыннисем Пăла хĕрринче ял никĕсленĕ. Анчах Шăхаль хресченĕсем весене хĕснĕ. 1666 çулта Упи хресченĕсем Чĕмпĕр çарпуçĕ патне çырса пулăшу ыйтаççĕ. Хăйсен çĕрне сыхласа хăварайманипе кăнтăралла кайса Начар Упи никĕслеççĕ.

1919 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне Тăмпаель вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2]..

Этимологи

Красномайск ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче çĕр ĕçтешĕсем патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтеш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Упи ятлă пулнă, вăл Красномайск (малтанласа Начар Упи) ялне никĕсленĕ теççĕ.

Паллă çынсем[3]

Ӑнлантарусем

  1. ↑ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ↑ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ↑ Патăръел районĕн паллă çыннисем

Вуламалли

Каçăсем