Контент патне куҫ

Патӑрьел районӗ

Мегавики материалӗ
муниципаллӑ район
Патăрьел районĕ
Патăрьел районĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
55°02′31″ с. ш. 46°52′12″ в. д.GЯO
Патшалӑх РФ
Кӗрет Чăваш Ен
Адм. центрӗ Патӑрьел чиркӳ ялĕ
Историйӗпе географийӗ
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1927
Лаптӑк

943,66[1]

  • (8-мӗш вырӑн)
Ҫӳллӗш 138
Сехет тӑрӑхӗ
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • ▼32 060 ҫын (2021)[3]
Халӑх йышлӑхӗ 36,56 ҫын/км²
Халӑхсем чăвашсем - 70%, тутарсем - 27%
Конфессисем православсем, мăсăльмансем
Официаллӑ чӗлхе чăваш
Цифрӑллӑ идентификаторсем
Телефон кочӗ +7 83532

Официаллӑ сайт
Патăрьел районĕ карттӑ ҫинче
#redirect Шаблон:Карточка/Викисклад
Ӳкерчĕк:Ru2103cv.png
Патăрьел районĕ

Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.

Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патӑрьел ялĕнче вырнаçнă.

Кунçулĕ

Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑччӗ.

Çутçанталăк

Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.

Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[4].

Шыв ресурсĕсем

Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.

Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [5].

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патӑрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.

Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.

Тĕн

Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[6].

Ял тăрăхĕсем

2004 çутлтан район шутне 19 ял тăрăхĕсем кĕреççĕ. Вĕсем шутĕнче:

  1. Алманчă ял тăрăхĕ — Алманчă ялĕ;
  2. Пăлапуç Пашъел ял тăрăхĕ — Пăлапуç Пашъел ялĕ;
  3. Патăрьел ял тăрăхĕ — Патӑрьел ялĕ;
  4. Ишлĕ-Шетмĕ ял тăрăхĕ — Ишлĕ-Шетмĕ ялĕ;
  5. Хирти Пикшик ял тăрăхĕ — Хирти Пикшик ялĕ;
  6. Чемен ял тăрăхĕ — Аслă Чемен ялĕ;
  7. Ыхра Çырми ял тăрăхĕ — Ыхра Çырми ялĕ;
  8. Ксыл-Чишма ял тăрăхĕ — Ксыл-Чишма ялĕ;
  9. Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕ — Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕ;
  10. Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕ — Нӑрваш Шӑхаль ялĕ;
  11. Первомайски ял тăрăхĕ — Первомайски;
  12. Шăхач ял тăрăхĕ — Шăхач;
  13. Сăкăт ял тăрăхĕ — Сăкăт ялĕ;
  14. Турхан ял тăрăхĕ — Турхан ялĕ;
  15. Тутар-Сăкăт ял тăрăхĕ — Тутар Сăкăчĕ ялĕ;
  16. Тури Туçа ял тăрăхĕ — Тури Туçа ялĕ;
  17. Тăрăн ял тăрăхĕ — Тăрăн ялĕ;
  18. Шăнкăртам ял тăрăхĕ — Шӑнкӑртам ялĕ;
  19. Çĕнъял ял тăрăхĕ — Çĕнъял ялĕ.

Паллă ентешсем

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. . — Шуп..

Каçăсем