Контент патне куҫ

Хӗрлӗ Чутай районӗ

Мегавики материалӗ
муниципаллӑ район
Хĕрлĕ Чутай районĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
55°40′00″ с. ш. 46°15′00″ в. д.GЯO
Патшалӑх РФ
Кӗрет Чăваш Ен
Адм. центрӗ Хӗрлӗ Чутай чиркӳ ялĕ
Историйӗпе географийӗ
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1927, авӑн, 5
Лаптӑк

691,6

  • (14-мӗш вырӑн)
Сехет тӑрӑхӗ
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • ▲14 133 ҫын (2021)[2]
Халӑх йышлӑхӗ 29,2 ҫын/км²
Цифрӑллӑ идентификаторсем
Телефон кочӗ +7 83557
Почта индексӗ 429240

Официаллӑ сайт
Хĕрлĕ Чутай районĕ карттӑ ҫинче
#redirect Шаблон:Карточка/Викисклад
Ӳкерчĕк:Krasnochetay.png
Хĕрлĕ Чутай картти

Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элӗк районӗ, кăнтăр енче Ҫӗмӗрле районӗ вырнаçнă.

Район администрацийĕ Хӗрлӗ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.

Çутçанталăк

Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурҫӗр енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.

Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм нӳр ӳкет.

Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, йӗлме тĕл пулать.

Халăх йышĕ

Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.

Администрациллĕ пайлану

Район гимнĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ «Чечеклен, Чутай Ен» сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.

Паллă çыннисем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем