Контент патне куҫ

Треньел

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Треньел
55°06′04″ с. ш. 47°34′37″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Тăрăн
Пуҫлӑх Михеев Константин Федорович
Историпе географи
Никӗсленӗ 1753
Малтанхи ячӗсем Катек
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 419 ҫын (2010[1])
Национальноҫсем чăвашсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83532
Почта индексӗ 429350
ОКТМО кочӗ 97507000351
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 97207872003

gov.cap.ru/main.asp?govid=307
Карттӑна кӑтарт/пытар
Треньел на карте
Треньел
Треньел

Треньел (Тĕрĕньел), — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă[çăлкуç кирлĕ].

Тавралăхĕ

Патӑрьелтен 9 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă. Ялпа юнашар Ыхра Çырми юханшывĕ иртет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Треньелте 504 çын пурăнать. Ялта шкул, ял клубĕ, фельдшер пункчĕ пур.

Истори

Ку яла никĕслекенĕ Тĕрĕн ятлă пулнă, вал Кивĕ Катек çынни пулнă. 1722-1727 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче ку яла вырăсла Новое Котяково ят панă. Вырăсла ăна Çĕнĕ Катек ят парса чиновниксем налук пухнă чухне йăнăш тăвас мар шухăшпа панă ĕнтĕ.

Чĕмпĕр кĕпернийĕ Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 37 кил пулнине çирĕплетсе калама пулать. Вĕсенче 89 арçын тата 96 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта вара ялта 89 кил пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра ялта 274 арçынпа 239 хĕрарăм пурăннă. 61 килте çырма-шытлама пĕлнĕ.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].

Паллă çыннисем, ытти харкамлăхсем

Çăвăн пекех пăхăр

Вуламалли

Каçăсем

Ӑнлантарусем

  1. ↑ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ↑ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ↑ Публикации » ПИЛĔК ХĔР АШШĔНЕ
  4. ↑ Гончарова С.В. Енилина Светлана Александровна — чăваш энциклопедийĕнчи статья.