Пуш, 1
Курӑнакан калӑплав
| Нарăс — Пуш — Ака | ||||||
| Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
| 1 | 2 | |||||
| 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | ||||||
| Эрне кунĕсен ячĕсене 2025 çул валли кăтартнă | ||||||
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери гражданла хӳтӗлев кунӗ[1].
— Пӗтӗм тӗнчери иммунитет кунӗ[2].
— Пӗтӗм тӗнчери наркотикпа кӗрешмелли кун[3].
ПНО (ЮНЭЙДС) — «Дискриминаци ҫук» кунӗ[4].
ПНО — Пӗтӗм тӗнчери тинӗсри ӳсентӑрансен кунӗ[4].
Раҫҫей Федерацийӗ — РФ ШӖМ системинчи экспертсемпе криминалистсен кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Раҫҫей Федерацийӗнчи кушак кунӗ.
Болгари — Баба Марта.
Исланди — Сӑра кунӗ[5].
Корей Республики — Никама пӑхӑнманлӑх юхӑмӗн кунӗ.
Маршалл Утравӗсем — Астӑвӑм кунӗ.
Молдави,
Румыни — Мэрцишор.
Пулӑмсем
- 1565 — Эштасиу ди Са хрантсуссен кӑмӑлне хуҫас тесе Рио-де-Жанейро хулана никӗсленӗ.
- 1762 — III Пётр Дворянлӑхӑн ирӗклӗхӗ пирки манифеста кӑларнӑ.
- 1872 — тӗнчери пӗрремӗш наци паркне — Йеллоустона — йӗркеленӗ.
- 1896 — Беккерель Антуан Анри уран тӑварӗсен радиоактивлӑхне уҫнӑ.
- 1954 — водород бомбине пӑрахса Лӑпкӑ океанри Бикини атолл сӑнне вӑйлӑ улӑштарнӑ.
Çуралнă
- 1445 — Сандро Боттичелли, итали аслă ӳнерçи, флоренци ÿнер шкулĕн элчи.
- 1920 - Волков Александр Александрович - Раççей Федерацин Паттăрĕ.
- 1934 — Васильева Елизавета Фёдоровна, чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- 1956 — Трутнев Юрий Петрович, совет саманин тата Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ.
Вилнĕ
- 1901 — Магницкий Василий Константинович, паллă чăваш çутта кăлараканĕ, историк, этнограф.
- 1990 — Ишетер Федосия Дмитриевна, тăлмач.
Ӑнлантарусем
- ↑ Всемирный день гражданской обороны (2024-03-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ 1 марта - Всемирный день иммунитета. www.rospotrebnadzor.ru. Федеральная служба по надзору в сфере защиты прав потребителей и благополучия человека. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Международный день борьбы с наркотиками (2023-06-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ 4,0 4,1 Международные дни и недели (выр.). un.org. ООН. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗ.
- ↑ Celebrate Iceland's Beer Day on March 1 (англ.). Icelandair (28 Нарӑс уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ.