Пуш, 4
Курӑнакан калӑплав
| Нарăс — Пуш — Ака | ||||||
| Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
| 1 | 2 | |||||
| 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | ||||||
| Эрне кунĕсен ячĕсене 2025 çул валли кăтартнă | ||||||
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери инженери кунӗ[1].
— Пӗтӗм тӗнчери мӑнтӑрланнипе кӗрешмелли кун (2020 ҫултан).
Беларуç — Милици кунӗ.
Пулăмсем

- 1152 — Фридрих I Барбаросса Сӑваплӑ Рим империн императорӗ пулса тӑнӑ.
- 1726 — Петербургра, Ӑслӑлӑх академи ҫумĕнче Раççейре пĕрремĕш гимнази ĕçлеме тытăннӑ.
- 1769 — Шарль Мессье астроном Орион тĕтрелĕхĕ объекта уҫнӑ.
- 1837 — «Смерть поэта» сăвă хайланăшăн Михаил Лермонтова аресленĕ.
- 1877 — Мăн театрта пĕрремĕш хут «Лебединое озеро» балета кăтартнă.
- 1890 — Эдинбургра Фёрт-оф-Форт урлӑ кӗпере (капăрл.) уҫнӑ.
- 1919 — Мускавра Коминтерн йĕркелеме йышăннă.
- 1988 — Луврта Бэй Юймин проекчӗпе кантӑкран тунӑ пирамида ӑсталанӑ.
- 2012 — Владимир Путина Раççей президенчĕ пулма виççĕмĕш хут суйланă.
Ҫуралнӑ
- 1863 — Юркин Иван Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ.
- 1895 — Игнатьев Никон Васильевич, туҫи ҫармӑс ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ тата драматургӗ.
- 1918 — Ерлаков Анатолий Сергеевич, патшалӑх тата парти ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн ректорӗ.
- 1922 — Саканин Иван Степанович, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
- 1949 — Багапш Сергей Васильевич, Абхази патшалăхĕн политика ĕçченĕ.
Вилнĕ
- 1970 — Петӗр Хусанкай, сăвăç, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач.
- 2004 — Власихина Вера Петровна, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ санитарка.
Ӑнлантарусем
- ↑ Какой сегодня праздник: 4 марта. РИА (4 Пуш уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗ.