Утӑ, 14
Курӑнакан калӑплав
| Çĕртме — Утă — Çурла | ||||||
| Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 31 | ||||
| Эрнери кун ячĕсене 2024 ҫул валли кăтартнă | ||||||
Уявсем
Ирак — Республика кунӗ.
Франци — Бастилине илнĕ кун (1789).
Швеци — Виктори кронпринцесса ҫуралнӑ кун.
Кӑнтӑр Осети — Миротворец кунӗ (1992).
Мадагаскар, Махадзанга провинци — Boeny тӑрӑхӗн патшисене ҫуса тасатмалли церемони[1].
Пулса иртнĕ

- 1099 — Пĕрремĕш хĕрес харçи: Иерусалима ярса илнĕ
- 1867 — Альфред Нобель пĕрремĕш хут динамитăн пахалăхне кăтартать
- 1896 — Чулхулара пĕрремĕш вырăс автомобильне кăтартнă
- 1897 — Раççейре вырсарникуна официаллă кану кунĕ шутне кĕртнĕ
- 1902 — Венецин символĕ — Таса Марк соборĕн кампанили (капăрл.) арканнă
- 1905 — Оклахомăри индейсем хайсен Секуах штатне йеркеленĕ пирки пĕлтернĕ, анчах та АПШ Конгресĕ вĕсене йышăнăвне çирĕплетмест
- 1941 — Смулен çапăçăвĕсенче пĕрремĕш хут «Катюша» хĕçпăшалпа усă курнă
- 1959 — Чăваш АССРăн Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачăк районĕсене пĕтерсе хунă.
- 1969 — Сальвадорпа Гондурас хушшинче Футбол вăрçи хыпса тухнă
Çуралнă
- 1938 — Андреев Пётр Кузмич, литературовед.
- 1956 — Соловьева Надежда Витальевна, виолончель енӗпе хушма пӗлӳ паракан педагог-музыкант.
Вилнĕ
Ӑнлантарусем
- ↑ Национальные праздники Мадагаскара: Церемония омовения реликвий короля Буйна (выр.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗ.