Контент патне куҫ

Руанда

Мегавики материалӗ
Руанда
Republika y'u Rwanda
République du Rwanda
Republic of Rwanda
Ялав Герб
Ялав Герб
Гимн: [[Руанда гимнӗ|«Руанда патшалăхĕн гимнĕ Rwanda Nziza»]]
Официаллӑ чӗлхесем франци, руанда, акăлчан
Тӗп хула Кигали
Чи пысӑк хула Кигали
Территори
 • Всего  26 338 км² (тӗнчере 144-мӗш)
 км²
Халӑх йышӗ
 • (2010) хаклани 10 746 311 чел. (91-мӗш)
 чел.
 • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ  чел.
 • Халăх йышлăхĕ 421 чел./км²
ВВП
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (ППС)
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (номинал)
 • Пурӗ
 • Пӗр ҫынна тивекен
Валюта руанда франкĕ[1]
Интернет-домен .rw
ISO кочӗ RW
Код МОК кочӗ RWA
Телефон кочӗ +250
Сехет тӑрӑхӗсем UTC+2:00[d] тата Africa/Kigali[d][2]
Автомобиль юхӑмӗ справа[d][3]
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Руанда Респрублики - тĕп Африкăри пысăк мар патшалăх. Конго Демократи Республикипе хĕвелтухăçĕнче, Угандăпа çурçĕрте, Танзанипе хĕвелтухăçĕнче, Бурундипе кăнтăрта чикĕ тытать. Сăртсем нумай пулнипе пин сăрт çĕрĕ (фр. Pays des Mille Collines, киньяруанда Шаблон:Lang-rw тесе калаççĕ. 1994-мĕш çулхи Руанда геноцичĕпе тĕрчипех палăрнă.

Географи

Руанда картти

Руанда Африкăн тĕп пайĕнче, экватортан кăштах кăнтăртарах вырнаçнă. Конго Демократи Республики чиккинче Киву кӳлипе Русизи юханшывĕ вырнаçнă. Юханшывсем Нил бассейне кĕрĕççĕ. Киву кӳлли- Африкăра крокодилсем çук пĕртен пĕр пысăк кӳлĕ. Патшалăхăн кăнтăр тата хĕвелтухăç пайĕнчи кӳлĕсенче крокодилсем пурăнаççĕ. Саванна патшалăхăн пысăк пайне йышăнать. Тусен тăвайкинче çумăр вăрманĕсем ӳсеççĕ. Чĕрчунсене пĕтернĕпе пĕрех. Пысăк чĕрчунсем (антилопасем, буйволсем, носорогсем, зебрасем, араслансем, слонсем, бегемотсем, крокодилсем, горилласем) заповедниксенче çеç сыхланса юлнă.

Халăх

Халăх шучĕ — 11,1 млн (2010 -мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчи хаклав). Çулталăкра ӳсни — 2,8 % (фертильность — пĕр хĕрарăм вăтамран 4,99 ача çуратать).

Вăтамран арçынсем 49 çул, хĕрарăмсем 52 çул пурнăнаççĕ. ВИЧ вирусĕ пĕтĕм халăхăн 2,8 % юнĕнче сарăлнă (2007 çулхи хаклав). Хулара 18 % пурăнать. Этно-расса тытăмĕ - хуту (банту шутне кĕрекен) 84 % , тутси (хамитсем шутне кĕреççĕ) 15 %, тва (пигмейсем) 1 %. Официаллă чĕлхесем - франци тата киньяруанда чĕлхи. Суту-илӳре суахили чĕлхи сарăлнă. Халăхăн 69 % (76 % арçын, 64 % хĕрарăм — 2002 çулхи çырав тăрăх) хутла пĕлеççĕ.

Тĕнсем

Католиксем - 56,5 %, протестантсем 26 %, адвентистсем 11,1 %, мусульмансем 4,6 %, вырăнти тĕрсем 0,1 %, атеистсем 1,7 % (2001).

Экономика

Çутçанталăк ресурсĕсем — ылтăн, тăхлан, вольфрам, берилли, çутçанталăк газĕ, гидроэнерги, тулăх тăпрасем.

Администрациллĕ пайлану

Руандăн административла пайланăвĕ (2006-мĕш çултан)

2006-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Руанда пилĕк провинци (intara) çине пайланать. Кашни провинци вăтăр района (akarere) пайланать, расонсем секторсем çине пайланаççĕ.


Çав. пекех

Ӑнлантарусем

Каçăсем