Контент патне куҫ

Кени

Мегавики материалӗ
Кени республики
Jamhuri ya Kenya
Republic of Kenya
Ялав
Ялав
Гимн: [[Кени республики гимнӗ|««Ee Mungu Nguvu Yetu»»]]
Ӳкерчĕк:Кения.png
Официаллӑ чӗлхесем суахили, акӑлчан чӗлхи
Тӗп хула Найроби
Чи пысӑк хула Найроби
Территори
 • Всего  582 650 км² (тӗнчере 46-мӗш)
 км²
Халӑх йышӗ
 • (2007) хаклани 36 913 721 чел. (37-мӗш)
 чел.
 • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ  чел.
 • Халăх йышлăхĕ 59 чел./км²
ВВП
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (ППС)
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (номинал)
 • Пурӗ
 • Пӗр ҫынна тивекен
Валюта кени шиллингĕ
Интернет-домен .ке
ISO кочӗ KE
Код МОК кочӗ KEN
Телефон кочӗ +254(+005 Танзанипе Угандăран
Сехет тӑрӑхӗсем UTC+3 тата Africa/Nairobi[d][1]
Автомобиль юхӑмӗ сулахайра[d][2]
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Кени (суахили и акăл. Kenya), официаллă ячĕ — Кени Республики (суахили Jamhuri ya Kenya, акăл. Republic of Kenya) — Хĕвелтухăç Африкăри патшалăх. Аслă Британи колонийĕ пулнă.

Географи

Кени картти

Çурçĕрте Эфиопипе, Сомалипе хĕвелтухăçĕнче, Танзанипе кăнтăр-хĕвеланăçĕнче, Угандапа, Кăнтăр Суданпа çурçĕр-хĕвеланăçĕнче чикĕ тытать. Чикĕ тăршшĕ 3477 км: Эфиопипе — 861 км, Сомалипе — 682 км,Кăнтăр Суданпа — 232 км, Танзанипе — 769 км тата Угандăпа — 933 км[3]. Кăнтăр-хĕвеланăç çыранĕ Инди океанӗ хĕрринче, хĕвеланăçĕнче Виктори вырнаçнă.,[3]. Лаптăкĕ 582 650 км², вĕсенчен 11 230 км² шыв айĕнче[4]. Çĕршыв варрипе экватор иртет.

Сафари

Кени халăхĕ

Халăх йышĕ - 40,0 млн ( 2010 çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне).

Çулталăкра ӳсни — 2,6 % (2010); Пĕр хĕрарăм пуçне 4,4 ача (фертильность), 1000 çын пуçне 35 ача çуралать, 1000 ачаран 53 пĕчĕкĕлле вилет. 1000 çын çине 9 çын вилет. Вăтамран арçынсем 58 çул, хĕрарăмсем ÿ[ çул пурăнаççĕ.

ВИЧ инфекцийĕн шайĕ 6,7 % тесе шутлаççĕ (2003).

Çын шучĕпе çак халăхсем сарăлнă: кикуйю 22 %, лухья 14 %, луо 13 %, календжин 12 %, камба 11 %, кисии 6 %, меру 6 %, ытти африканецсем 15 %, африканец маррисем (индийцы, акăлчансем, арапсем) 1 %.

Арçынсен 90 %, хĕрарăмсен 80 % хутла пĕлет ( 2003).

Хуласенче халăхăн 22 % пурăнать (2008).

Тĕнсем — протестантсем 45 %, католиксем 33 %, мусульмансем 10 %, абориген йăлисем 10 %, ыттисем 2 % .

Ӑнлантарусем

  1. ↑ https://data.iana.org/time-zones/tzdb-2021e/africa
  2. ↑ http://www.kra.go.ke/customs/faqcustoms2.html#Q1
  3. ↑ 3,0 3,1 CIA. The World Factbook. Kenya. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
  4. ↑ Kenya - Location, size, and extent. Encyclopedia of the Nations. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗ.

Каçăсем

РУВИКИре портал пур
«Африка»