Контент патне куҫ

Йемен

Мегавики материалӗ
Йемен Республики
الجمهوريّة اليمنية
Ялав Герб
Ялав Герб
Гимн: [[Йемен Республики гимнӗ|««Пĕрлешнĕ Республика»»]]
Ӳкерчĕк:Йемен.png
Официаллӑ чӗлхесем арап чĕлхи
Тӗп хула Сана
Чи пысӑк хула Сана
Территори
 • Всего 527 970 км² (тӗнчере 48-мӗш)
 км²
Халӑх йышӗ
 • (2005) хаклани 20 727 063 чел. (51-мӗш)
 чел.
 • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ  чел.
 • Халăх йышлăхĕ 39 чел./км²
ВВП
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (ППС)
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (номинал)
 • Пурӗ
 • Пӗр ҫынна тивекен
Валюта Йемен реалĕ
Интернет-домен .ye
ISO кочӗ YE
Код МОК кочӗ YEM
Телефон кочӗ ++967
Сехет тӑрӑхӗсем UTC+3 тата Asia/Aden[d][1]
Автомобиль юхӑмӗ справа[d]
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Йемен (арап. اليمن) — Арави ҫурутравӗнче вырнаçнă патшалăх. Патшалăх чикки Оманпа Сауд Аравийӗ патшалăхĕсемпе юнашар иртет. Çыранĕсем Хĕрлĕ тата Арави тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ.

Истори

Тĕп статья: Йемен историйĕ

Йемен тăрăхĕнче çынсем сĕм авалтан пурăннă. Ку çĕрсене авалхи патшалăхсенчен çаксем йышăннă: Катабан, Хадрамаут, Маин, Сабей, Химьяр. IV ĕмĕрте кунти пур çĕрсене те хамьярсем çавăрса илнĕ. Вăл ĕмĕр вĕçĕнчех вĕсем иудаизм тĕнне йышăннă. VI ĕмĕр пуçламăшĕнче Эфиопи сĕмĕ çапнă, çавна май кунта вăхăтлăха христианлăх тĕнĕ сарăлнă. VI ĕмĕр вĕçĕнче ку çĕрсене сисанидсем тытса илнĕ.

  • 628 — Йемена исламçăсем тытса илнĕ.
  • 1173 — Египет çăрĕсем пырса кĕнĕ.
  • 1184-1229 — Йемен — Египетри Аййубидсене пăхăнакан султанат.
  • 1229-1454 — Русулид йăхĕ Йемена пĕрлештерет.
  • 1454-1517 — астула Тахиридсен йăхĕ тытса тăрать.
  • 1538-1635 — Йемена османсем çавăрса илеççĕ.

1918 çулта Çурçĕр Йемен Осман империйĕнчен ирĕке тухнă. 1967 çулта Кăнтăр пайĕ те Британи протекторатне (1839 çултанпа пăхăнса пынă) пăхăнма пăрахнă. Кун хыççăн виçĕ çул иртсен Кăнтăр Йемен правительстви СССР аталанăвĕн çулĕ çине тăма шут тытнă. Ку вăрçă патне илсе çитернĕ — вăрçă çирĕм çул хушши тăсăлнă. 1990 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче икĕ патшалăх пĕрлешнĕ, Йемен республики пулса тăнă.

1994 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Йемен халăх демократиллĕ Республикин (ЙХДР) ертӳçисем патшалăхăн кăнтăр енче никама пăхăнман Йемен демократиллĕ республикине туса хуни пирки пĕлтернĕ. 1994 çулхи утă уйăхĕ тĕлне çурçĕр енчи çарсем вĕсен пăлхавне чарса хунă.

Пайланăвĕ

Йемен 21 кĕперне çине пайланать.

Географи

Çурçĕр-хĕвелтухăç пайĕ — чуллă пушхир. Çулĕ-çулĕпе кунта çумăр çумасăр пултарать. Çыран хĕррине уйăракан тусенче кашни хĕлле вăйлă çумăрсем çăваççĕ. Айлăмсенче çĕрĕçченсем хлопок, тĕрлĕ çимĕçсем лартса ӳстереççĕ.

Хуçалăх

Йемен тĕп хули — Сана

1980-мĕш çулсенче Йеменра нефть тупнă. Ун хыççăн вăл патшалăх тупăшĕн пусăк пайне йышăнма пуçланă. Йемента çурт-йĕр те самай хăпартаççĕ. Çапах та халăх вырăнта ĕç тупаймасть — чикĕ леш енне ĕçлеме каяççĕ.

Халăх

Халăхăн ытларах пайĕ йемен арапĕсем. Çурçĕр-хĕвелттухăçра мехрисем пурăнаççĕ. Соктра ятлă утрав çинче сокоторисем пур.

Каçăсем