Шур-Пайраш
| Ял-хула | |||||
| Шур-Пайраш | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| Шор-Пайраш | |||||
|
|||||
| 55°50′17″ с. ш. 46°56′14″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
| Муниципаллă район | Элĕк | ||||
| Ял тăрăхĕ | Чăваш Сурăм | ||||
| Историпе географи | |||||
| Малтанхи ячӗсем | Шор | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ | 72 ҫын (2006) | ||||
| Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
| Конфессисем | православисем | ||||
| Катойконим | шорпайрашсем | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 83535 | ||||
| Почта индексӗ | 429240 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 97505000501 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 97205873001 | ||||
|
|
|||||
Шур-Пайраш — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял, Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрет[1].
Шупашкар çитме 45 км, райцентра - 21 км, ч.-ç. станцине 29 км. Яла газовификациленĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Шур-Пайраш ялĕнче 72 çын (2006) пурăнать. Ялта Чапаев тата Ленин урамĕсем.
Кун-çулĕ
Кĕтерин патша хывтарнă хурăнлă çул иртнĕ ял çумĕпе. Ватă çынсем каласа панипе, вăл хурлăхлă та инкеклĕ çул пулса тăнă — правительствăна хирĕç пулнă çынсене Çĕпĕре илсе кайнă. Шур-Пайрашра этап çурчĕ пулнă. 1914-мĕш çул хыççăн этап çурчĕ Матвеевсен хуçалăхне куçнă.
1929 çулта «Звезда» (Çăлтăр) колхоза йĕркеленĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче ку çулпа машинăсем çӳренĕ. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çул пуçламăшĕнче çула Тури Хурасан ялĕнчен пуçласа Красноармейски районне кĕрекен Шемĕне çитичченех (12 çм тăршшĕ) халăха кĕреçесемпе аркаттарнă, акма юрăхлă çĕрсем тутарнă, çулăн сарлакăшне ансăрлатнă.[2]
1917 çулчен Етӗрне уесӗн Чăваш Сурăм вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
Ӑнлантарусем
- ↑ Чувашская энциклопедия
- ↑ [Пурнăç çулĕпе (хаçат)|Пурнăç çулĕпе] хаçат, 2013 çулхи акан 13-мĕшĕ.
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |