Контент патне куҫ

Пиçенер

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Пиçенер
Пиçенер
Ялав Герб
Ялав Герб
55° с. ш. 46° в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Юнтапа
Историпе географи
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 134 ҫын (2006)
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83535
Почта индексӗ 429240
ОКТМО кочӗ 97505000646
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 97205873001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Пиçенер на карте
Пиçенер
Пиçенер

Пиçенер — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн ялĕ. Вăл Юнтапа ял тăрăхĕ шутне кĕрет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Пиçенерте 134 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем: Иванов, Пролетари, Совет, Çырма, Улăх урамĕсем. Халĕ яла газ кĕртнĕ.

1781 çулта ялта 14 кил шутланнă, 1859 çул тĕлне — 35 кил, 118 арçынпа 126 хĕрарăм, 1907 — 351 çын, 1926 ç. 81 килте 376 çын пурăннă.

Тавралăхĕ

Ял çумĕпе Сурăм шыв юхать. Пиçенер Элĕкрен тухăç еннелле 12 çухрăмра вырнаçнă.

Этимологи

"Пиçенер" гироним — мари чĕлхинчен кĕнĕ теме пулать. Çавăн ятлă юханшыв та пур район çĕрĕнче. Пиçенер сăмаха чăвашла куçарсан (пиçе — хăвăрт + энгер — шыв) хăвăрт юхакан шыв тенине пĕлтерет.

Истори

1917 çултанпа 1927 çулчен Етӗрне уесӗн Асакасси вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне кĕртнĕ.

Паллă çынсем

  • Митрасов Юрий Никитич, ЧР тава тивĕçлĕ ăслайçи (2003), хими ăслăхĕсен тухтăрĕ (2006), профессор.
  • Михайлов Анатолий Тимофеевич, — ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ.

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Каçăсем