Контент патне куҫ

Мăн Этмен (Элĕк районĕ)

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Мăн Этмен
Мăн Этмен
Ялав Герб
Ялав Герб
55° с. ш. 46° в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Шĕмшеш
Историпе географи
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • ▼117 ҫын (2020)[1]
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83535
Почта индексӗ 429240
ОКТМО кочӗ 97505000541
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 97205873001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Мăн Этмен на карте
Мăн Этмен
Мăн Этмен

Урăх пĕлтерĕшĕсене Мăн Этмен (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Мăн Этмен, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрет.

Тавралăхĕ

Шупашкара çитме - 83 км, райцентра çити — 23 км, ч.-ç. станцине — 58 км.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

XVIII ӗмӗрте вăйпах Христос тĕнне сарнă вăхăтра Этмен ялĕсене Шĕмшеш чиркĕвĕ çумне çирĕплетнĕ. 1909 çулта Мăн Этменре чиркӳ прихут шкулĕ ĕçлеме тытăнать.

Халăх çыравĕсене тишкернĕ май, тĕрлĕрен çулсенче халăх йышĕ, Этмен тăрăхĕнчи, çапларах хутшăнсе пынă: 1859 çулта Этмен ялĕ 70 килтен тăнă, унта 183 арçынпа 185 хĕрарăм пурăннă. 1926 çулта Этменте 113 кил шутланнă, 521 çын пурăннă.

Кунçулĕ

Ваттисен асаилĕвĕсенчен Мăн Этмене пуçарса яракансем Чулхула кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнчен пулни курăнать.

1927 çулчен Етӗрне уесӗне кĕнĕ пулнă. 1920 çулхи çу уйăхĕн 1 тарин Шăмат вулăсне, кайран Хучаш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20=мĕшĕ хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Мăн Этменте 1884 çулта шкул уçнă.

1929 çулта «Красный пахарь» колхоза йĕркеленĕ.

Этимологи

Этмен ялĕ тĕне кĕмен чăваш ятĕнчен пулса кайнă теме пулать.

Паллă çынсем

Вуламалли

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Çав. пекех

Каçăсем