Чăваш Чураппанĕ
| Ял | |||||
| Чăваш Чураппанĕ | |||||
|---|---|---|---|---|---|
|
|||||
| 54°47′29″ с. ш. 48°27′25″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Тутарстан | ||||
| Муниципаллă район | Теччĕ | ||||
| Ял тăрăхĕ | Пăхăрçă | ||||
| Историпе географи | |||||
| Ҫӳллӗш | 108 | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+4:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ | 271 | 271 ҫын (2015) | ||||
| Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
| Конфессисем | православсем | ||||
| Катойконим | чăвашчураппансем, чураппансем | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 84373 | ||||
| Почта индексӗ | 422383 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 92655412121 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 92255812000 | ||||
|
|
|||||
Чăваш Чураппанĕ, — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.
Тавралăхĕ
Чăваш Чураппанĕ Теччĕрен 45 çухрăмра вырнаçнă. Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, вулавăш, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать.
Кун-çулĕ
Ĕлĕк Чураппан ялĕ хальхи вырăнта пулман. Вăл лапра, Вырăс кӳлли леш енче, Ахтапан ялĕ çумĕнче вырнаçнă. Ахтапан пасарне каякан çул Чураппан ялĕ витĕр иртсе кайнă. Иртен-çӳренсем кунта пурăнакан халăха тарăхтарса çитернĕ: çуса хунă кĕпе-йĕме вăрланă, килĕ-çурчĕсене çаратнă тата ытти те. Çак мăшкăла тӳсеймесĕр чăвашсем çултан аяккарах сăрт çине килсе вырнаçаççĕ. Çакăн пек легенда каласа пачĕç пире вырăнтисем. Н.И.Ашмарин словарĕнче «чураппан» сăмаха çапла ăнлантарнă: «Чураппан – тĕне кĕмен чăваш ячĕ. Тăмпай ывăлĕ. Вăл çак яла пуçласа яракан шутланать» [1].
Паллă çынсем
- Акимов Степан Акимович (1863-1924) — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн вĕрентевçи, Парижри университетăн (Сорбоннăн) çутçанталăк уйрăмне пĕтернĕскер (1906).[2]
- Аксаков Николай Павлович — Волхов фронтĕнчи паллă снайпер, 138 тăшмана пĕтернĕ. Снайпер винтовкине Волхов фрончĕн çарпуçĕ Кирилл Афанасьевич Мерецков парнеленĕ[3][4][5];
- Барсуков Николай Александрович (1914 çур.) - ветеринари ăслăхĕсен докторĕ;[6][7]
- Васильев Иван Васильевич - юрăç (баритон), педагог, ЧАССР тава тивĕслĕ вĕрентӳçи.
- Неверова Надежда <ашшĕ ячĕ халлĕхе паллă мар> - «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанин дикторĕ.
- Садовников Григорий Данилович -Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ [8][9];
- Семёнов Анатолий Семёнович (?- 1919) — Раҫҫей империйӗнчи патша çарĕн штабс-капитанĕ, XX ӗмӗрти Граждан вăрçинче Хĕрлĕ çарăн перевçĕсен 49-мĕш дивизийĕн 439-мĕш полкĕн командирĕ[10][11].
- Степанов (Шатаев) Иван Степанович (1876-?) — 1918-мĕш çулта РСФСР Конституцине куçаракансенчен пĕри пулнă[12]; çавăн чухне И. Я. Яковлевăн «Халалне» те вăлах чăвашла куçарнă теççĕ[13].
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ↑ Сувар хаçăт Чуруппан çинчен 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
- ↑ Подвиг народа 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ "Снайперская пуля всегда в карауле" 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Soviet sniper Nikolay Pavlovich Aksakov
- ↑ Хуначи Кашкăр. Юманпа хĕвел. Ш., 1975. — С. 103-104. —С(чув) К 31.
- ↑ Димитриев В.Д. Барсуков Н.А. — электронла чăваш энциклопедийĕ.
- ↑ Народная энциклопедия "Мой Красноярск"
- ↑ Библиотека "Люди и книги"
- ↑ Чувашия в период Гражданской войны
- ↑ БОЧКАРЕВ ИВАН ПЕТРОВИЧ.
- ↑ И.Я.Яковлев. Из переписки. Часть 1. Чебоксары, 1989. — С.310-11.
- ↑ Виталий Эрдиван: Выявлена ранняя рукописная редакция «Завещания чувашскому народу»( ӗҫлемен каҫӑ) — Аçтахар сайчĕ.
Каçăсем
| Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Мегавики:Ӗҫлемен каҫӑллӑ статьясем
- Ял-хуласем, алфавитпа
- Мегавики:Статьи без изображений (патшалӑх: Раҫҫей Федерацийӗ)
- Мегавики:Статьи без изображений (тӗс: ял)
- Мегавики:Статьи без изображений (тӗс: административно-территориальная единица России)
- Мегавики.Медиари категорине кӑтартман ял-хула статйи
- Мегавики:статьяра кӑтартнӑ ОКАТО кочӗ Мегавики.Даннӑйра кӑтартнипе пӗр мар
- Тутарстан
- Тутарстанри Теччĕ районĕн ялĕсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer