Контент патне куҫ

Пушчă

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Пушчă
Ялав Герб
Ялав Герб
54°43′57″ с. ш. 48°20′39″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Тутарстан
Муниципаллă район Теччĕ
Ял тăрăхĕ Пушчă
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 197|197 ҫын (2010)
Национальноҫсем мӑкшӑсем, тутарсем
Конфессисем православсем, мăссăльмансем
Катойконим пушчăсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 84373
Почта индексӗ 422396
ОКТМО кочӗ 92655476106
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 92255833001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Пушчă на карте
Пушчă
Пушчă

Пушчă (выр. Вожжи, тут. Башчы, мăкшăлла епле пулни паллă мар), — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ. Мӑкшӑсем тата тутарсем пурăнаççĕ.

Тавралăхĕ

Теччĕрен 50 çухрăмра вырнаçнă. Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, вулавăш, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать.

Кунçулĕ

Г.Т.Тимофеев каласа панинчен[1]:

Пуща ялё патне çитрёмёр: анкартисем, кёлетсем курăнаççё, ялти пуртсен тăррисем курăнкалаççё. — «Кунта çуртсем аван-и?» тетёп эпё. — «Питенкеринчен начартарах кунта çуртсем», теççё мана. Яла пырса кёнё çёрте пёр анкартинче çиччён-саккăрăн авăн çападдё. Арçыннисем кăвак улачасемпе, çаптарккăсемпе, хёрарăмёсем шурă кёпесемпе. Кёпи аркисене пирён енчи евёрлёрех, хай Тупах таврашёнчи пекрех, тытнă; пуçёсенче те тата пирён енчи пек тутăр мар. — «Хай чăнах та Тупах çыннисем евёрлё иккен кунти çынсем», тетёп эпё хам ăшăмра. «Чăвашсем-и ку?» тетёп эпё. — «Мăкшăсем вёсем», теççё мана. Акă япала: кунта мăкшăсем те пур иккен! Капла çынсем иккен ку мăкшăсем: çурчёсем, тумтирёсем! Ёлёк Чёмпёрте юлташсем: «ирçе, ирçе», текелесе калаçатчёç, çавă иккен ку. Акă мăкшă курманччё, мăкшă куратйп ёнтё. — «Мăкшăпа ирăе пёр-и вăл?» тетёп эпё. — «Уйрăмё сахал», теççё мана. — «мăкшăсем капларах, ирçисем çапларах», тет Якку. — «Кунта ирçисем те пур-и?» — тетёп эпё. — «Пур та, кунтан инçерех вёсем», тет Якку. мăкша ялне кётёмёр те урам тăрăх каятпар. «Кусен çурчёсем Çёрпу чăвашёсем евёрлёрех иккен, урамёсем те чăвашсеннё пек тăвăр», тетёп эпё. Кайрăмăр-кайрамăр та урампа сулахаялла пăрăнса кёрсе кайрамăр: çынсем хутлăхёпе ялтан тухатпар.

Паллă çынсем

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ↑ Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).) — С.340.

Каçăсем