Тутарстан
| Çак статьяна е уйрăма чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнса çĕнĕрен çырмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
|
Тутарстан Республики | |||||
| |||||
| Тĕп хули | Хусан | ||||
|---|---|---|---|---|---|
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
47 68 000 км² | ||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
8 3 779 800 патнелле (2002) | ||||
| Федераци тăрăхĕ | Атăлçи федераци тăрăхĕ | ||||
| Экономика регионĕ | Атăл-Вятка районĕ | ||||
| Регион номерĕ | 16 | ||||
| Патшалăх чĕлхисем | вырăс, тутар | ||||
| Президент | Рустам Минниханов | ||||
| Премьер-министр | Алексей Валерьевич Песошин | ||||
| Патшалăх Канашĕн председателĕ | Фарид Мухаметшин | ||||
| Гимн | Тутарстан гимнĕ | ||||
| Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 | ||||




Тутарста́н Респу́блики (тут. Татарстан Республикасы, Tatarstan Respublikası; Тутарста́н[1]) — Раççей Федерацин субъекчĕ, республика (патшалăх)[2][3]. Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кĕрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1820 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутарсен Автономиллĕ Совет Социализм Республики ячĕпе туса хунă[4].
1992 çулта йышăннă Тутарстан Республикин Конституцийĕн 1-мĕш статьин 2-мĕш пункчĕпе килĕшшӳллĕ, «Тутарстан Республики» тата «Тутарстан» тан пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ[5].
Чи пысăк хули — Хусан.
Киров, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикĕ тытать.
Патшалăх чĕлхисем - тутар чӗлхипе вырӑс чӗлхи. Çаплах чăваш чĕлхипе те калаçаççĕ.
Халăх йышĕ
2010 çулта Респуликăра 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73,8% хулара пурăнаканнисем. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (53,2%) вырăссем (39,7%) пурăнаççĕ.
Чăвашсем пур халăхсенчен 3,8% шутланаççĕ. Пуринпе 135 пин çынна çитеть, вĕсенчен 12,5 пин çын Хусанта пурăнать.
Чăвашсем тахçантанпах Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.
Нумайах мар Хусан, Пăва, Теччĕ хуллинче те пурăнаççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.
Истори
Çак территорире çынсем пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрте тĕпленсе пурăнма тытăннине палăртнă. Каярах кунти çĕрсене вăтам ĕмĕрсенче атăлçи пăлхарĕсен патшалăхĕ тытăмланнă. XIII ĕмĕрте Пăлхара монголсем аркатнă, Чингисхан империйĕ пĕтсе ларсан, Джучи улусне (Ылтăн Уртана) кĕнĕ.
XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ылтăн Урта вырăнне Улу-Мухаммед хан Хусан ханлăхне туса хуни пирки пĕлтерет. Çĕнĕ патшалăх хăй тĕллĕнех ют çĕрсемпе, çав шутра Мускав патшалăхĕпе те, хутшăнма тытăнать. XVI ĕмĕрĕн варринче, IV Йăван Хаярскер астула йышăннă тапхăрта, 1552 çулта Мусав Хусана çĕнтерсе илнĕ те Мускав патшалăхне кĕртнĕ.
Раççей йышĕнче Хусан ханлăхĕ малтан Хусан патшалăхĕ, Аслă Петĕр реформи хыççăн — Хусан кĕперни (Аçтăрхан тата Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене пĕрлештернипе, тепĕртакран унăн территоринчен хăшпĕр çĕрсене касса илнĕ хыççăн хальхи Тутарстан пысăкăшне çити) ятлă пулнă. Территори император лартнă кĕпернетĕр ертсе пынă. 1920 çулчен хальхи Тутарстан Республикин территорине официаллă та, официаллă мар та нихăçан та «Татари» те, «Тутарстан» та темен. Революци хыççăн, В. И. Ленин инициативипе[6], 1930 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче РСФСР шутĕнчи Тутар АССР (Хусан тата Ĕпхӳ кĕпернисен çĕрĕсенче) туса хумалли декрете кăларнă. 1990 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче республикăн официаллă ячĕ — Тутар Совет Социализм Республики (Тутарстан Республики пекех), 1992 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче — Тутарстан Республики (Тутарстан) пулса тăнă [7]. 1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче раççей влаçĕсем çакна çирĕплетнĕ.
Интернет
Кабельисем: Летай (Таттелеком)
Пысăк хуласенче WAN, Дом.ru
Кабельсĕррисем: Летай - 4G*
Мегафон - 3G
Билайн - GPRS
МТС - GPRS
Çав. пекех
Литература
- Фәхретдинов Р. Татар халкы һәм Татарстан тарихы 2019 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. (Татарский народ и история Татарстана) (тутар.)
- Косач Г. Г. . — М.: Институт Европы РАН, Институт Евангелической Лютеранской церкви Финляндии. — 248 с. — ISBN 5-89740-046-6.
- Карташова Л. Б. . — Хусан: Идел-Пресс. — 296 с. — ISBN 978-5-85247-181-91.
Ӑнлантарусем
- ↑ . — Мускав: АСТ, Астрель. — С. 433. — 528 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5, 978-5-271-20728-0. — «Тутарста́н, республика в составе Российской Федерации»
- ↑ Конституция Российской Федерации#Статья 5|Конституция Российской Федерации. Ст. 5, пп. 1, 2
- ↑ Конституция Республики Татарстан от 6 ноября 1992 г. / Глава 1. Государственный Совет Республики Татарстан. constitution.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ.
- ↑ Флаги Татарстана. www.tatar-history.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ.
- ↑ Конституция Республики Татарстан. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗ.
- ↑ Ленин В. И. Полное собр. соч. Т. 40, стр. 98.
- ↑ Закон Республики Татарстан от 7 февраля 1992 года № 1413-XII «Об изменении наименования Татарской Советской Социалистической Республики и внесении соответствующих изменений в Конституцию (Основной Закон) Татарской ССР». Архивланӑ 2016 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официальный сайт Республики Татарстан 2003 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Официальный сайт Президента Республики Татарстан 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Официальные новости органов власти Республики Татарстан 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблон:ВКонтакте
- Государственный комитет Республики Татарстан по туризму 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Деловой центр Республики Татарстан — интернет-портал TatCenter.ru
- Информационное агентство «Татар-информ»
- Карта Татарстана
- Навигационные и обычные карты Татарстана
Тутарсем |
|
|---|---|
| Культура |
Çырулăх • Литература • Мусăк (Халăх мусăкĕ) • Кухня • Сӳретлĕ ӳнер • Архитектура • Театр • Спорт • Вăйăсем • Ташă • Костюм • Уявсем (Сабантуй) • Ятсем • Татнет • Мишерсен культури |
| Вырнаçни |
Тутарстан • Пушкăртстан тутарĕсем • Анăç Çĕпĕр тутарĕсем • Гребень тутарĕсем • Ичкĕ тутарĕсем • Касимов тутарĕсем (Кадом тутарĕсем • Курмăш тутарĕсем) • Мускав тутарĕсем • Чулхула тутарĕсем • Санкт-Петербург тутарĕсем • Перĕм тутарĕсем • Курган тутарĕсем • Кострома тутарĕсем • Казахстан тутарĕсем • Китай тутарĕсем • Финн тутарĕсем • Азербайджан тутарĕсем • Япони тутарĕсем |
| Тĕн | |
| Чĕлхе | |
| Этнос ушкăнĕсем |
Атăл-Урал тутарĕсем ( Хусан тутарĕсем (Чепче тутарĕсем) • Мишерсем (Сасово тутарĕсем) • Касимов тутарĕсем • Крешенсем) • Аçтăрхан тутарĕсем (Алапӳ тутарĕсем • Юртă тутарĕсем • Карагашсем • Булгарин тутарĕсем • Кундрово тутарĕсем) • Çĕпĕр тутарĕсем (Барабинсем • Эуштинсем • Чатсем • Калмаксем • Заболотные татары • Тобол тутарĕсем) |
| Тĕрлĕрен | |
| Раççей Федерацин Атӑлҫи федераци округӗ | ||
|---|---|---|
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |