Контент патне куҫ

MediaWiki

Мегавики материалӗ
MediaWiki
Логотип программы MediaWiki
Скриншот программы MediaWiki
Тӗсӗ Вики-движок
Разработчик Wikimedia Foundation Inc.
Ҫырнӑ PHP
Операци системи Кроссплатформăллă ПХ
Пӗрремӗш кӑларӑм 2002 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ
Аппаратлӑ платформа кроссплатформенность[d]
Юлашки верси 1.15.1 (утӑ, 13 2009)
Репозитори gerrit.wikimedia.org/g/m…
Лицензи GPL
Сайт www.mediawiki.org
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

MediaWiki — тӳлемесĕр ĕçлекен уçă вики валли çырнă программа (Скрипт).

Çак чи хăватлă вики-движоксенчен пĕри, ăна ятарласа Википеди валли хайланă, унпа «Викимедиа» фондăн чылай проекчĕсенче, харпăр тата патшалăх организацисенче усă кураççĕ. MediaWiki — этем пĕрлĕхлĕ GNU лицензи никĕсĕпе саралнă ирĕклĕ программа.

Кун-çулĕ

MediaWiki системăна Википеди валли ятараласах нимĕç студенчĕ Магнус Манске (en:User:Magnus Manske) çырса хатĕрленĕ. Малтан Perl çинче çырнă UseModWiki-па (вăл çаплах «Фаза I» — «Phase I» ятпа паллă) усă курнă. Кайран, 2002 çулхи кӑрлач, 25 çĕнĕ версине («Фаза II» — «Phase II») PHP çине куçарнă. Википедистсем çак куна «Магнус Манске кунĕ» теççĕ.

Хыççăнхи, анлăлатнă тата хушăмлă верси «Фаза III» («Phase III») пулнă, анчах та ăна кайран MediaWiki çине куçарнă, мĕншĕн тесен çак ПХ Википедире çеç мар, урăх проектсенче те усă курма тытăнаççĕ, вара версисене нумĕрлеме тивет. «MediaWiki» палăртăвĕ — сăмах вылявĕ кăна, вăл «Викимедиа» — Википедие тăвакан организаци пекех илтенет. Çак ята хăш чух «Wikimedia» ятпа пăтраштарăнма пултарать тесе тиркеççĕ.

Ĕç-хĕл

Хальхи самантра проекта ru:Участник:Brion VIBBER ертсе пырать. Ĕçтешсем верси управлении системинче Subversion меслечĕпе усă кураççĕ. Йăнăшсене тӳрлетме тата çĕнĕ функциллĕхе тунă чухне https://bugzilla.wikimedia.org адресра вырнаçнă Bugzilla йăнăшсене йĕрлекен системăпа усă кураççĕ. Çаплах движок пирки ăнлантаракан уйрăм http://www.mediawiki.org вики-проект пур (унта темиçе чĕлхеллĕ документацие тупма пулать). Движока куçарса лартма Translatewiki.net ятарла сайт пулăшать.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем