Википеди
| Wikipedia Википеди | |
|---|---|
| | |
| | |
| URL | www.wikipedia.org |
| Коммерциллӗ | Çук |
| Сайт тӗсӗ | Онлайн-энциклопеди |
| Регистрациленӗ | Ыйтмаççĕ(хăш-пĕр уйрăмсенче çеç статьясене тӳрлетнĕ чухне кирлĕ) |
| Чӗлхе (-сем) | 236 тĕрекленнĕ уйрăмĕсем (пĕтĕмпех 267) |
| Программӑламалли чӗлхе | PHP[d] |
| Сервер вырнаҫӑвӗ |
|
| Хуҫи | Викимеди фончĕ (тупăшсăр) |
| Автор | Джимми Уэйлс тата Ларри Сэнгер[1] |
| Ӗҫлеме пуҫланӑ | 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ[2] |
| Слоганӗ | Ирĕклĕ энциклопедине пурте тӳрлетме пултараççĕ. |
| Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем | |
Википе́ди (акăл. Wikipedia, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ [3] универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.
Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать[4].
Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.
Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă[5].
Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă[6] сайт[7][8][9]
Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.[10]
Кун-çулĕ


1999 çултах Everything2 веб-проект кашни проекта кĕрекен çыннах хыпар пуххине тăвас ĕçе хутшăнма май панă, çапах та çак проекта пуçаракансем унтан çантăк энциклопеди пуласса шутламан. Çавăнпа та Википедин мăн аслашшĕ Нупеди- акăлчан чĕлхипе çырнă энциклопеди проекчĕ- шутланать. Унта эпир информаципе ирĕклĕн усă курма пултаратпăр. Нупеди валли статьясем ăсчахсемпе академиксем хатĕрленĕ. Проекта пуçаракансем Лоуренс Сэнгер - тĕп редактор, проект йĕркелӳçи- тата Джимми Уэйлс (ун чухне Bomis компани директорĕ пулнă).
...
Википедири хыпар йышĕ ӳссе пынă, унăн паллăхĕ майĕпен сарăлнă. 2003 çулти ҫӗртме, 20 Фонд Викимедиа — коммерциллĕ мар Википеди валли укçа-тенкĕ пуçтаракан йĕркеленӳлĕхе туса хунă. Çак Фонд пулăшăвĕпе Википеди принципĕпе ĕçлекен урăх онлайн-проектсене хута янă.
2004 утă уйăхĕнче акăлчан уйрăмĕнче 0,3 млн статья пухăннă; 2005 çулти акара — 0,5 млн ытла, 2008 çулти авăн уйăхĕнче — 2,5 млн ытла. Статьясен хисеп шучĕпе — нимĕç уйрăмĕ, вĕсен 2008 авăнĕ тĕлне 0,8 млн ытла статья пухăннă. Татах 21 уйрăмра 100 пин ытла статья, вĕсенче вырăс Википедийĕ (статья кулленхи шучĕ — 64 016). Виçĕ теçетке уйрăмра 20 000 — 100 000 статья. Пурĕпе 80 Википеди уйрăмĕнче 10 000 ытла статья, 80 яхăн Википеди уйрăмĕнче 1000 — 10 000 статья.
Википедин тупсăмĕ
Редакци моделĕ

Статьясене çырасси
Википедин шалу çинчи авторсемпе редакторсем çук, пур хыпара тупăçламасăрах хутшăнакансем (википеди́стам) хăйсемех хушаççĕ те, çĕнетеççĕ те. Хастар хутшăнакан кăмăл пулсан администратор пулса тăма пултарать, çак ...
Статьясене çырнă чух хутшăнакансем АПШ-ра тата Википеди серверне вырнаçтарнă Флорида штачĕн автор правин саккунлăхĕпе татулăллă пулмалла.
Википедире хăйĕн ĕçне çырса кăтартнă пулсан автор каялла тавăрмалла мар пур лицензине GNU FDL лицензи йĕркине кĕртет. Çакăн чух При этом строго соблюдаются неимущественные авторские права. Тĕплĕнрех Википеди:Автор прависем.
Статьясене сӳтсе явни
Википеди — çавăн пекех хăй тĕслĕ сӳтсе явмалли вырăн. Çыракансем хушшинчи тĕрлĕ шухăшсене ятарласа хунă страницăсенче сӳтсе яваççĕ. Кирек епле статьян та хăйĕн сӳтӳ-яву страници пур. Унта кашни çын канашлăва хутшăнма, статьяна кĕртнĕ материал пирки хăйĕн шухăш-туйăмне калама пултарать.
Йĕркисем
Википедие чарса лартнисем
Википедие тиркени

Кăларăмсем

Акăлчан Википедийĕ
Акăлчан Википедине 2001 çулхи кӑрлач, 15 уçăлнă. Ку Википедин тĕнчери чи ватă (иккĕмĕшĕ 2001 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче уçăлнă нимĕç Википедийĕ пулнă) тата пысăк уйрăмĕ
Нимĕç Википедийĕ
2001 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна пушăн 17-мĕшĕнче кĕртнĕ.
Поляк Википедийĕ
Çак кунсенче Польшăри Сăлупуç (пол. Słubice) хулинче вырăнти «Коллегиум Полоникум» ăслăлăхпа дидактика лапамĕн директорĕн пуçарăвĕпе Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă[12]
Чăваш Википедийĕ
Чăваш уйрăмĕ 2004 çулта, чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. 2021 çулăн ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн уйрăмра 45 896 ытла статья.
Ӑнлантарусем
- ↑ Jonathan Sidener. Everyone's Encyclopedia, San Diego Union Tribune. Тӗрӗсленӗ: 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Democracy Dies in Darkness
- ↑ хăш-пĕр уйрăмĕсенче ирĕклĕ мар материалсем те пур
- ↑ Хăш-пĕр çĕршывсенче Википедипе усă курма май памаççĕ
- ↑ Miliard, Mike. Wikipediots: Who are these devoted, even obsessive contributors to Wikipedia?, Salt Lake City Weekly (2008-03-01). Тӗрӗсленӗ: 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ.
- ↑ Five-year traffic statistics for wikipedia.org. Alexa Internet. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Tancer, Bill. Look Who's Using Wikipedia, Time (2007-05-01). Тӗрӗсленӗ: 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ. «The sheer volume of content [...] is partly responsible for the site's dominance as an online reference. When compared to the top 3,200 educational reference sites in the U.S., Wikipedia is #1, capturing 24.3% of all visits to the category». (the author’s blog post on the article 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.)
- ↑ Woodson, Alex. Wikipedia remains go-to site for online news, Reuters (2007-07-08). Тӗрӗсленӗ: 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗ. «Online encyclopedia Wikipedia has added about 20 million unique monthly visitors in the past year, making it the top online news and information destination, according to Nielsen//NetRatings.».
- ↑ Top 500. Alexa. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗ.
- ↑ Джим Уэльс: Wikipedia спасет мир от невежества 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Seigenthaler, John. A False Wikipedia 'biography', USA Today (2005-11-29).
- ↑ Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă
Кĕнекесем Викикĕнекере
Каларăшсем Викикаларăшра
Кăк текстсем Викивулавăшра
Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
Хыпарсем Викихыпарта
Каçăсем
- Историе пăсса çыракансене алран тытаççĕ
- Википедие ЦРУ компьютерĕсенчен тӳрлетнĕ
- Пур наци Википедисен танлаштару статистики
- Википеди хăвăрт версин официаллă сайчĕ 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Википеди |
|
|---|---|
| Тĕп статьясем | |
| Пайăр çынсем | |
| Пĕр пек проектсем тата урăх хунавĕсем |
Bomis • Нупеди • Citizendium • Enciclopedia Libre • Deletionpedia • Interpedia • MyWikiBiz • Veropedia • Вики • Wikipedia Review • Wikitruth • Wikiweise • ВикиЗнание • WikiPilipinas • Абсурдопеди • Геовикипеди • Луркоморье • Вукипеди • Поттеромани Вики |
Фонд Викимедиа |
||
|---|---|---|
| Проектсем |
Википеди • Викисăмахсар • Викикаларăш • Викивулавăш • Викикĕнеке (Wikijunior) • Викихыпар •* Викиампар • Викитĕссем • Викиверситет • Викиинкубатор • Мета-вики • MediaWiki Викигид •** | |
| Шанăçлисен канашĕ (2015) | ||
| Урăххи | ||
| *Çак самантра Wikimedia Deutschland тытса пырать. 2006 çулта Wikitravel йышĕнчен тухса кайнă; **«Фонд Викимедиа» çумне 2012 çулта кĕнĕ. Wikitravel 2003 çулта никĕсленĕ. | ||
Википедин 50 000 ытла статьяллă уйрăмсем |
||
|---|---|---|
| 5 000 000+ | ||
| 1 000 000+ | ||
| 500 000+ | ||
| 200 000+ | ||
| 100 000+ | ||
| 50 000+ | ||
|
| ||
10 000 — 50 000 статьялă википедисем (алфавитпа) |
||
|---|---|---|
Азербайджан az: • Албан sq: • Арагон an: • Эрмен hy: • Астурлеон ast: • Африкаанс af: • Беларуç (be: · be-x-old:) • Бенгал bn: • Бишнупри-манипури bpy: • Босни bs: • Бретон br: • Валли cy: • Валлон wa: • Гаити ht: • Грузин ka: • Гуджарати gu: • Жемайт bat-smg: • Идо io: • Ирланд ga: • Исланд is: • Йоруба yo: Кантон zh-yue: • Кечуа qu: • Курд ku: • Латин la: • Латыш lv: • Люксембург lb: • Македон mk: • Малайлам ml: • Маратхи mr: • Неаполитан nap: • Анат нимĕç nds: • Окситан oc: • Пьемонт pms: • Рипуар ksh: • Себуа ceb: • Серб-хорват sh: • Сицили scn: • Суахили sw: • Сундан su: • Тагалог tl: • Тай th: • Тамил ta: • Телугу te: • Урду ur: • Чăваш cv: • Хĕвел анăç Фриз fy: • Ява jv: | ||