2026
Курӑнакан калӑплав
| Çулсем |
|---|
| 2022 • 2023 • 2024 • 2025 — 2026 — 2027 • 2028 • 2029 • 2030 |
| Вунӑҫуллӑхсем |
| 2000-мĕш • 2010-мĕш — 2020-мĕш — 2030-мĕш • 2040-мĕш |
| Ĕмĕрсем |
| XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр — XXII ĕмĕр |
2026 ҫул — Григориан календарӗнчи ҫулталӑк.
Пулмалли пулӑмсем
- Нарӑсӑн 6—22-мӗшӗсем — Миланра (Итали) 25-мӗш Хӗллехи Олимп вӑййисем иртмелле[1].
- Ҫурлан 12-мӗшӗ — хӗвел туллин тӗттӗмленни, ҫак пулӑма Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче курма май пулӗ[2].
- Юпан 13-мӗшӗ — «Windows 10» системӑн 2-мӗш версийӗн техника пулӑшӑвне пӑрахӑҫлани.
Хӑҫан пуласси паллах мар
- АПШ, Канада тата Мексика ҫӗршывӗсенче «FIFA» XXIII тӗнче футбол чемпионачӗ ирттерме палӑртнӑ[3].
- Экзопланетӑсене шырамалли «PLATO» космос телескопне вӗҫтерсе хӑпартма палӑртнӑ[4].
- 1882 ҫулта пуҫланӑ Барселонӑри Саграда-Фамилия чиркӗвне туса пӗтерме палӑртнӑ[5].
- Кӗркунне IX чӗнӗвӗн Патшалӑх думин суйлавне ирттерме палӑртнӑ.
- Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Хушӑвӗпе 2026 ҫула Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ[6].
Шухӑшласа кӑларнӑ пулӑмсем
2026 ҫулта пулса иртмелле:
- «Грань» ӑслӑлӑх фантастики телесериалӗн 3-мӗш сезонӗнчи 22 эпизод;
- «Apollo Justice: Ace Attorney» вӑйӑри пулӑмсем;
- Рэй Брэдберин «Будет ласковый дождь» калавӗнчи ӗҫсем;
- Кристиан Бергӑн «World of Walker» сценарийӗ: 2026 ҫулта питӗ вӑйлӑ магнитлӑ тӑвӑл тухать. Ҫавна пула Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи пӗтӗм электрохатӗр ӗҫлеме пӑрахать.
Ӑнлантарусем
- ↑ Выборы столицы зимних Олимпийских игр 2026 года пройдут в Милане, ТАСС. 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗ.
- ↑ Солнечное затмение 12 августа 2026 года на «Полном солнечном затмении». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ World Cup 2026: Canada, US & Mexico joint bid wins right to host tournament, BBC Sport (June 13, 2018). 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
- ↑ NASA launches satellite ‘TESS’ in hunt for exoplanets (англ.). Science Focus (16 Ака уйӑхӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ.
- ↑ Историю создания Саграда Фамилия Гауди расскажут на выставке в ММСИ. ТАСС (22 Ҫу уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ.
- ↑ Путин подписал указ о проведении в 2026 году Года единства народов России (25.12.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ.