Контент патне куҫ

Ҫимӗк

Мегавики материалӗ

РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫимӗк
«Ҫимӗкре» халӑхпа уявлани
«Ҫимӗкре» халӑхпа уявлани
Тӗсӗ Халăх
Палӑртаҫҫӗ чăвашсем
Кун Тройца умĕн, ҫӗртмен 21-мӗшӗ хыҫҫӑн малтанхи ҫичӗ кун, уйăх тулнă е ҫӗнӗ уйӑх хыççăн пĕрремĕш кĕçнерникун
Уявлани халӑхпа уявлани
Йӑласем масара кайса килни, асăнса çини
Ҫыхӑннӑ Тройцӑпа

Ҫимӗк — масар ҫине кайса вилнӗ тӑванӗсене асӑннине халалланӑ чӑваш халӑх уявӗ. «Ҫимӗк ҫите пуҫласан хӗр пуҫтарӑнать урама»[1].

«Вырӑс Ҫимӗкӗ» — Троица. «Ҫимӗк курӑкӗ» — выр. горицвет, чина весенняя (бот.). «Ҫимӗк пулли» — выр. cитнявка (пулӑ)[1].

Термин ӑнлантарӑвӗнчи вариацисем

Ҫак куна виле тухнӑ кун та теҫҫӗ. Чӑвашсем Ҫимӗкре ташласан ҫулталӑкӗпех чирлемессине ӗненеҫҫӗ. Ҫак уявӑн тепӗр авалхи ячӗ пур — «Ҫулҫӑ»[2]. Ҫак вӑхӑтра йӑлари тӗне кӗртнӗ. Кӗлтумалли вырӑнсене туратсем илсе тухнӑ, унран ҫулҫӑ хӑйпӑтса тин тӗне кӗнӗ ҫынсем ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ[3].

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫимӗк вырӑс Ҫимӗкӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхине[1] (Мӑнкун хыҫҫӑнхи ҫиччӗмӗш кӗҫнерникун) пуҫланнӑ. Ытти тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, христиансен Мӑнкунӗ тата унпа ҫыхӑннӑ Ҫимӗк календарьте куҫса пыракан уявсем шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна вырӑс Ҫимӗкӗнчен шутлама пулмасть[3].

Ҫимӗк ҫинҫе вӗҫленсен (калча тата тискер чӗрчунсен ҫурисем тухнӑ вӑхӑт) тепӗр виҫӗ кунран пуҫланнӑ[4].

Уяв соляр ярӑмӗ шутне кӗрет, унпа уйӑх тан, юнкун ҫӗнӗ уйӑх (тулли уйӑх) хыҫҫӑн асӑннӑ, уяв вара кӗҫнерникун пуҫланнӑ. Ку — ҫулла кун таврӑннӑ вӑхӑт (вӑл ҫӗртмен 22-мӗшӗнчен пуҫланать), вырӑссен Иван Купала кунӗпе пӗр пекскер[3].

Уявӑн йӑла-йӗрке енӗ

  • Каҫхине ҫӑмарта пӗҫернӗ (вилнӗ ача ҫак ҫӑмартапа вылянине ӗненнӗ). Ритуал тасалӑхне пӑхӑнни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа йӑла-йӗрке умӗн мунчара ҫӑвӑннӑ. Ваттисене юнкуна халалланӑ, ҫавӑнпа мунчара ытларикун каҫхине ҫӑвӑнма пултарнӑ, кӗҫнерникун вара уяври тӗп ӗҫсем пулса иртнӗ.
  • Ҫутӑ уяв тумӗсем тӑхӑннӑ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн ваттисене асӑнса чӳк тунӑ (хывни). Ҫак куна «виле тухнӑ кун» та теҫҫӗ[5].
  • Пушкӑртстанра Ҫтерлӗ районӗнче чӑвашсен хушшинче тепӗр йӑла сарӑлнӑ пулнӑ. Ҫимӗкре ҫӑва ҫинчен таврӑннӑ чухне ҫынсем алла-аллӑн тытӑнса ял тавра виҫӗ хут ҫаврӑннӑ. Ку йӑла-йӗркене вӑрӑм туттӑр тенӗ. Ун хыҫҫӑн ҫынсем ял варринче пухӑнса ирчченех ташланӑ. Ҫав кунах лашасемпе тупӑшусем иртнӗ.
  • Элӗк районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫак кун ярмӑрккӑ ирттернӗ. Лапамра чечексем сапаланӑ, каҫ енне унта ташӑ пуҫланнӑ. Чӑвашсем ӗненнӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре ташласан ҫулталӑкӗпех чирлеместӗн.
  • Ҫимӗкре каҫхи 5 сехет хыҫҫӑн «хӗрлӗ кӗтесре» ҫурта ҫутнӑ, парне апат-ҫимӗҫне лартса ваттисене асӑннӑ. Ҫимӗк каҫхине 41 курӑк пуҫтарса вӗри шывра пӑшӑхламалла, унтан ҫак настойпа чӳхенмелле пулнӑ, ҫапла ҫын ҫулталӑкӗпех сывӑ пулӗ.
  • Ҫармӑс ялӗсенче вилнисене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр айӗнчи тӗнчен «пуҫлӑхӗн» (киямат тőра), унӑн пулӑшуҫи (киямат савус) тата вилнӗ тӑванӗсен ячӗпе апат-ҫимӗҫ савӑчӗ хӗрринче виҫӗ ҫурта ҫутнӑ[5].
  • Лаксен ҫулла кун таврӑннӑ чухне тусен тӑррине хӑпарса уй-хирсене типӗ ҫанталӑкран, пӑртан сыхласа хӑвармашкӑн ыйтса кӗлтӑвасси йӑлара пулнӑ. ВацIилу тӑвӗ тӑрринче ҫынсем тасалас тӗллевпе ансӑр чул коридорпа иртнӗ[6]. Ку йӑла-йӗрке чӑвашсен тасалу йӑлипе — ҫӗр хапхи — ҫывӑх.
  • Тутарстанри ялсенчи йӑласенчен пӗри — ту ҫинче кӑвайт чӗртсе ун ҫинчен ҫунакан кустӑрмасене ярасси.

Уяв хыҫҫӑнхи

  • Ҫимӗк хыҫҫӑн 2 эрнерен, тыр-пул пулса ҫитнӗ тапхӑрта, Мӑн чӳк тӑваҫҫӗ[4] — «пысӑк чӳк тӑвасси», ун чухне халӑхпа пӗрле пухӑнса савӑнмаҫҫӗ. Ҫӑлкуҫсенче пысӑк чӳк тумалли кун утӑн 12-мӗшӗ (Питрав) тӗл пулать, ҫармӑссен вӑл Сÿрем е Кÿсő[7].
  • Ҫармӑссем ӑна икӗ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ. Йӑла умӗн ҫармӑссем виҫӗ кун типӗ тытнӑ, ӗҫмен-туртман. Сӳрем йӑла хыҫҫӑн тепӗр кунхине ҫармӑс ялӗсенче юланутҫӑсен пысӑк отрячӗ пухӑннӑ та кӑшкӑрашса, тукмаксемпе шав кӑларса таса мар вӑйсене ялсенчен хӑваласа янӑ[8]. Ҫав вӑхӑтра культ служителӗсен, картсен, пухӑвӗсем иртнӗ, унта йӑла кӗллисене ирттермелли ыйтусене сӳтсе явнӑ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 1,2 Под ред. М. И. Скворцова. Чувашско-русский словарь. — Русский язык, 1985. — 417 с.
  2. ↑ Под ред. М. И. Скворцова. Чувашско-русский словарь. — Русский язык, 1985. — 423 с.
  3. ↑ 3,0 3,1 3,2 Мадуров Д. Ф. Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей. — 20131985., Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ
  4. ↑ 4,0 4,1 Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. — ЧГИ, 2000. — 1-17 с.
  5. ↑ 5,0 5,1 Егоров Н. И. . Праздники и календарные обряды. — ЧКИ, 1994. — 198 с.
  6. ↑ Шихсаидов А. Р. Сельскохозяйственный календарь народов Дагестана. — Институт истории, языка и литературы им. Г. Цадасы, 1974. — 208 с.
  7. ↑ Калинина О. А. Весенне-летние праздники и обряды. Этнографическое наследие. Вып. 1: сб. материалов.. — МарНИИ, 2003. — 19 с.
  8. ↑ Попов Н. С. Календарные праздники и обряды марийцев // этнографическое наследие. Вып.1: сб. материалов.. — МарНИИ, 2003. — 85-93 с.
  9. ↑ Калинина О. А. Весенне-летние праздники и обряды. Этнографическое наследие. Вып. 1: сб. материалов.. — МарНИИ, 2003. — 20 с.

Вуламалли

  • Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. — ЧГИ, 2000. — Т. 1—17.
  • Егоров Н. И. Праздники и календарные обряды. — ЧКИ, 1994.
  • Калинина О. А. Весенне-летние праздники и обряды. — МарНИИ, 2003. — 286 с.
  • Мадуров Д. Ф. Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей. — Чувашское кн. изд-во, 2004. — 288 с.
  • Чувашско-русский словарь / Под ред. М. И. Скворцова.. — Русский язык, 1985.
  • Попов Н. С. Календарные праздники и обряды марийцев. — МарНИИ, 2003. — 286 с.
  • Салмин А. К. Народная обрядность чувашей.. — ЧГИ, 1994. — С. 85-89.
  • Салмин А. К. Жертвенные дары у чувашей.
  • Салмин А. К. Семантика дома у чувашей / отв. ред. С. А. Арутюнов. — Чуваш, гос. ин-т гуманит. наук, 1998. — С. 63.
  • Шихсаидов А. Р. Сельскохозяйственный календарь народов Дагестана. — Институт истории, языка и литературы им. Г. Цадасы, 1974. — С. 183—212.

Каҫӑсем



Юмăç пăхни Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки Чăваш Ен ялавĕ

Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Вырма | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Ҫимӗк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме |