Контент патне куҫ

Эсеккел

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Эсеккел
Ялав Герб
Ялав Герб
53°18′12″ с. ш. 47°00′06″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Николаевка
Ял тăрăхĕ Поспелово
Шайли пайлану урамсем
Историпе географи
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 224 ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Катойконим эçеккелсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 84 245
Почта индексӗ 433812
ОКТМО кочӗ 73625455121
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 73254815001
Номер в ГКГН 0031270
Карттӑна кӑтарт/пытар
Эсеккел на карте
Эсеккел
Эсеккел
Логотип РУВИКИ.Медиа Медиафайлы на РУВИКИ.Медиа

Эсеккел (çавăн пекех Ĕçкĕл, Эçеккел тенисем те тĕл пулаççĕ; выр. Эзекеево) - Чӗмпӗр облаҫӗнчи Николаевка районĕнчи ял[1]. Чăвашсем пурăнаççĕ.

Истори

XVII ӗмӗрте Чĕмпĕр-Сызрань чикĕлле йĕре сыхлакан хĕсметри çынсем никĕсленĕ[1]. Çынсем 1797-мĕш çулччен кермен хресченĕсем, 1860-мĕш çулсемччен утел хресченĕсем пулнă. Çĕрĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пурăннă. 1904-мĕш çултанпа ялта чиркÿ пулнă. Çавăн пекех шкул, арман, тир-сăран, атă-пушмак ăстисем, çĕвĕçсем пулнине палăртмалла. 1930-мĕш çултанпа шпал тăакан савут та ĕçленĕ[1].

Ял ячĕ пирки шута каяс пулсан, историксен тата таврапĕлÿçĕсен икĕ çулпа каймашкăн май пур:

  1. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче эсегель текен йăхсем пулнине[2][3] шута илни.
  2. Чăваш республикинчи Красноармейски районӗнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялне 1927-мĕш çулччен Ӳсĕк тенĕ[4]. Çавăн пекех Тутарстанти Пăва районĕнче Исекьел ятлă ял пур. Вырăсла иккĕшне те "Исаково" теççĕ.

Паллах, асăннă икĕ çул-йĕр пĕр-пĕринпе хĕресленме те пултараççĕ.

Йыш. Ял тытăмĕ

1897-мĕш çулта – 151 кил, 910 çын; 1913 – 190 кил, 1196 çын ; 1989 – 355 çын; 2002 – 261 çын[1].

Паллă çынсем

Сăнсем

Вуламалли

  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003==

Асăрхавсем

  1. ↑ 1,0 1,1 1,2 1,3 Матвеев Г.Б. Чăваш электронлă энциклопедири статья
  2. ↑ Беленов Н.В. Расселение булгарских эсегель по данным топонимики.( ӗҫлемен каҫӑ) — Статья // Известия Волгоградского государственного педагогического университета. — 2013. — №03(78) — С. 51-54.
  3. ↑ Беленов Н. В. Происхождение племени эсегель и его историческая роль в образовании государства волжских булгар. — Журнал Наука и современность Выпуск № 11 / 2011 Коды ГРНТИ: 03 — История. Исторические науки ВАК РФ: 07.00.00 УДK: 93/94 Научная библиотека КиберЛенинка: http://cyberleninka.ru/article/n/proishozhdenie-plemeni-esegel-i-ego-istoricheskaya-rol-v-obrazovanii-gosudarstva-volzhskih-bulgar#ixzz4bm6QtCUI
  4. ↑ Сохорова В.Н., Яковлева Н.С. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Каçăсем

Шаблон:Николаевка районĕ