Урал сасси (хаçат)
| Урал сасси (хаçат) | |
| Тĕс | Эрнере пĕрре, çырăнмалла |
|---|---|
| Формат | А3 |
| Кăларакан | Пушкӑртстан Республикин Пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентстви |
| Редактор | Михайлов Юрий Николаевич |
| Никĕсленĕ | 1989 çул |
| Чĕлхе(сем) | чăваш |
| Тираж | 1000 ытла экз. |
| Веб-сайт | https://ursassi.ru/ |
Урал сасси — Пушкӑртстан Республикин Пелепей районĕнче 1989 çултанпа пуçласа эрнесерен чăвашла тухакан хаçат.
Тĕп редакторĕ тата ертсе пыраканĕ Михайлов Юрий Николаевич.
Хаҫат редакцийӗ Пушкӑртстан Республикин Пелепей хулинче вырнаҫнӑ.
Кунҫулӗ
Хаҫата 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗнче никӗсленӗ, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Малтанхи виҫӗ номерне Пушкӑрт АССРӗн Авӑркас районӗн «Ҫӗршыв ҫулӗ», унтан Пишпӳлек районӗн «Ҫутӑ ҫул» тата Пелепей районӗн «Малалла» хаҫачӗсен никӗсӗсем ҫинче, ҫак хаҫатсен редакцийӗсем пулӑшнипе кӑларнӑ.
«Совет Башкортостаны» хаҫатӑн приложенийӗ шутланнӑ. 1990 ҫулта республика кӑларӑмӗн статусне илнӗ. Учредителӗсем Пушкӑртстан Республикин Правительствипе Пушкӑртстан Республикин Парламенчӗ пулнӑ.
Тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат редакцийӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫисем, общество ӗҫченӗсем ӗҫленӗ:
- В. Г. Григорьев (Виталий Енӗш),
- Б. Л. Тихонов (Борис Борлен),
- А. С. Савельев-Сас,
- Л. И. Михайлова (Филиппова),
- В. В. Дмитриев (Владимир Аптраман).
Хальхи вӑхӑтра
2004 ҫултанпа хаҫатӑн учредителӗ — Пушкӑртстан Республикин Пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентстви.
Хаҫат эрнере пӗр хутчен тӗспе тухать. Тиражӗ — 1 пин ытла. Формачӗ — А3.
Редакци хаҫатӑн интернет-версине те аталантарать.
Темисем
Хаçатăн темисем чăваш чĕлхипе культурине упрасси тата аталантарасси, йăла-йĕркесем, паллă чăваш тата пушкăрт çыннисем — тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен хастар ҫынсем, общество деятелӗсем, политиксем, ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, юрӑҫсем, спортсменсем — çинчен каласа парасси. Çавăн пекех хаçат Пушкăртстанри «Шуратăл» чăваш литература пĕрлешĕвĕн пайташӗсен ĕçĕсене те пичетлет.
Редакци Пушкӑртстанри чӑваш наци культура автономийӗпе, ытти обществӑпа культура пӗрлешӗвӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Хаҫат вулакансем валли тӑтӑш тӗрлӗ конкурс-акци ирттерет, вӗсенчен чылайӑшӗ йӑлана кӗрсе республика мероприятийӗсен шутне кӗнӗ: «Чӑваш пики» конкурс, ачасен пултарулӑхӗн «Силпи асамачӗ» фестиваль тата ытти те.
Хисепӗсем
- Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Н. Я. Бичурин ячӗллӗ премийӗ (1999),
- «Прессӑн ылтӑн фончӗ» паллӑ (2012),
- Н. В. Никольский орденӗн I степенӗ (2013),
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп грамоти.
Çыхăну
Редакцин почта адресӗ: 452000, Пелепей хули, Малолуговая ур., 53а ç.
Телефон номерĕ: 8-347-86-4-12-78, 8-347-86-3-25-44, 8-347-86-4-22-81.
Электрон адресĕ: uralsassi@mail.ru
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 464. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
Çавăн пекех
- Шăпчăк сасси — Пушкăртстан чăвашӗсен эстрада юррин фестивалӗ.
- Аургаза хыпарҫи
Каçăсем
- Хаҫатӑн официаллӑ сайчӗ
- Хаҫатӑн «Контактра» тетелти страници
- Пушкăртстан чăвашĕсем çинчен
- "Урал сасси" сентре ҫинче тусанланмасть
- «Белебеевские известия» — интервью
- Хаҫатӑн 30 ҫулхи юбилейӗ ҫинчен
Чăвашла хаçат-журнал |
|
|---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав | Халăха вĕрентес ĕç Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Чӗмпӗр облаҫӗ: Атăл юрри | Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Ял пурнăçĕ | Туслăх | Пушкӑрт Республики: Урал сасси | Аургаза хыпарҫи | Ҫутӑ ҫул | Самар облаçĕ: Самар ен |