Умбрия
| Умбрия Umbria | |
|---|---|
| Зона: | Вăта Итали |
| Тĕп хула: | Перуджа |
| Лаптăк: | 8 457 км² |
| Пурăнан халăх: | 815 000 çын |
| Халăх йышлăхĕ: | 96 çын/км² |
| Провинцисем: | Перуджа, Терни |
| Коммунăсем: | 92 |
| Пуçлăх: | Катюша Марини (2010) |
| Официаллă сайт | |
У́мбрия (итал. Umbria) — Италин администрациллĕ регионĕ.
Администраци центрĕ — Перуджа хула. Провинцисем: Перуджа тата Терни.
Пурăнан халăх йышĕ 815 пин çын, 600 пине яхăн çын Перуджа провинцинче пурăнать.
Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ


Анăç енче Тосканăпа, тухăç енче Маркепе тата кăнтăр енче Лациопа чикĕ тытать.
Умбрин анăçĕнче Тразимено кӳлĕ пур, тухăçĕнче: Умбро-Марк Апеннинĕсем, унтах Марк чиккинче Умбрири чи çӳллĕ ту — Ветторе, çӳллĕшĕ 2476 м, вырнаçнă. Чи лутра вырăн — тинĕс шайĕнчен 96 метр — Терни провинцинче, Лацио чикки патĕнче, Тибр юханшывăн айлăмĕнче.
Кун-çулĕ
Умбрин хальхи территорине 1927 çулта çирĕплетнĕ, ун чухнех Терни провинцине туса хунă, Риети провинцине уйăрса Лацио шутне кĕртнĕ.
Экономика
Ял хуçалăхĕ
Умбрире ытларах маслинăсем, иçĕм çырли, тулă тата тапак ӳстерсе илеççĕ.
Климат
Умбрири климат — континент çинчи евĕр, çулла шăрăх тата хĕлле сивĕ. Тепĕр сăмахпа, облаçĕн анăç енче çемçерех. Кăрлач уйăхĕнче Перуджăри вăтам температура +1,6 °С, çертмере +21,6 °С.
Чунçӳревлĕх
Вуламалли
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
Каçăсем
- [1]( ӗҫлемен каҫӑ)
Авалхи Италин тахçанхи облаçĕсем |
|
|---|---|
Абруцци • Апулия • Базиликата • Валле-д’Аоста¹ • Венеци • Калабрия • Кампани • Лацио • Лигурия • Ломбардия • Марке • Молизе • Пьемонт • Сардиния¹ • Сицилия¹ • Тоскана • Трентино-Альто-Адидже¹ • Умбрия • Фриули-Венеция-Джулия¹ • Эмилия-Романья | |
|
| Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |