Тулă (ӳсентăран)

Тулă, Тырă (лат. Triticum) — злаксем çемьин ăрачĕн ӳсекен курăк, чылайăш тĕсĕ пĕрçуллăхлисем, вăрăллă культура, нумай çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те акса илеççĕ.
Тулă пĕрчинчен сăсăлпа çăнăх тăваççĕ, çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, манă кĕрпи, салмасемпе кондитерлă япаласем хатĕрлеççĕ. Тулăпа, тулăн улăмĕпе, сăсăлпа выльăха та тăрантаççĕ, сăра та вĕретеççĕ.
Истори
Тулă Мал тата Вăтам Азире (хальхи Турци, Ирак, Сири, Иран, Туркменистан çĕрĕсенче) пирĕн эрăчченхи 7-6 пинçуллăхсенче, Балканра тата хальхи Греци территорийĕсенче – пирĕн эрăчченхи 6-5 пинçуллăхсенче, Египетра – пирĕн эрăчченхи 4 пинçуллăх маларах этемлĕхе паллă пулнă.
Культурăсене ӳстересси
| Çĕршыв | 1985 | 1995 | 2005 |
|---|---|---|---|
| Китай | 85 807 | 102 211 | 96 160 |
| Инди | 44 069 | 65 767 | 72 000 |
| АПШ | 65 975 | 59 404 | 57 106 |
| Раççей | 30 119 | 45 500 | |
| Франци | 28 784 | 30 880 | 36 922 |
| Канада | 24 252 | 24 989 | 25 547 |
| Австрали | 15 999 | 16 504 | 24 067 |
| Германи | 13 802 | 17 763 | 23 578 |
| Пакистан | 11 703 | 17 002 | 21 591 |
| Турци | 17 032 | 18 015 | 21 000 |
Тулă акса пухакансенчен малтисем — Китайпа Инди. Вĕсем хыççăн АПШ, Раççей.
Тулă тухăçлăхĕ
Тулă тухăçлăхĕ сортран, çанталăкран, тăпраран т.ыт. тĕрлĕ кăтару çитеть ( ц\га ,2009 ) :
- Бельги - 80, Германи - 72, Финлянди - 38, Канада - 32, Украина - 30, Раççей - 23 :
- Краснодар Ен - 46, Калининград облаçĕ - 40, Орёл облаçĕ - 35, Мускав облаҫӗ - 31, Ленинград облаçĕ - 29, Воронеж облаҫӗ - 28, Красноярск Ен - 23.
Культурисем
Тулă апат-çимĕçĕ
Çавăн пекех пăхăр
Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.
- Тулă хули
- Тулă ăрăвĕ
Каçăсем
- Тулă 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тулă 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Flickr çинчи тулă тĕшшин ӳкерчĕкĕсем
- Тулăна акса çитĕнтересси 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. agromage.com çинче
| Ку ботаникăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |