Ула Тимĕр
| Ула Тимĕр | |
|---|---|
| Ҫуралнӑ | 1960 çулхи çурлан 3-мĕшĕ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Гражданлӑх |
|
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ. |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
| Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчӗксене тата капăрлатусене РУВИКИ йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Улатимĕр Владимир Николаевич (паспортри ячĕ Михайлов Владимир Николаевич), — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1960 çулхи çурла уйăхĕн 3 Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă.
1994 çултанпа чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. 1992 тата 1993 çулсенче право енĕпе çырнă ĕçсемшĕн Хулккан тата хĕç парнине тивĕç пулнă.
1978 çулта Тутарстанри Кивĕ Çĕпрел салинчи 24-мĕш СПТУ, 1984 çулта Вăрнар технукумĕн ял-хуçалăх уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ.
Слесарь-ремонтник, тракторист, бетонщик, корреспондент пулса ĕçленĕ. Халĕ Шăмăршă район хаçăчĕн редакциĕнче ĕçлет.
Ӗçĕсем
Хăйĕн пĕрремĕш сăввине «Пионер сасси» хаçатра пичĕтленĕ. Унтанпа ытларах енĕпе очерксем, кулăшла калавсем çырать. Классиксен ĕçĕсене чăвашла куçарать.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Эпир вилмешкĕн çуралман» (поэма, 1994);
- «Юр çинчи чечексем» (сăвăсем, 1994);
- «Ватă салтан куççулĕ» (сăвăсем, 1995);
- «Тăвансемĕр, тав сире» (юрăсен пуххине хатĕрлекенĕ, 1995);
- «Лар, тăванăм çумма» (юрăсен пуххине хатĕрлекенĕ, 1996).
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Чӑваш Енре ҫуралнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- РУВИКИ:Интервикисӗр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- СССР тăлмачĕсем
- 1960 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫурлан 3-мӗшӗнче ҫуралнисем

