Контент патне куҫ

Сентимĕр

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Сентимĕр
Ялав Герб
Ялав Герб
55°59′03″ с. ш. 46°50′40″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Муркаш
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • ▼223 ҫын (2020)[1]
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Катойконим сентимĕрсем
Цифра идентификаторӗсем
Почта индексӗ 429555
ОКТМО кочӗ 97532000359
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 97232845011
Карттӑна кӑтарт/пытар
Сентимĕр на карте
Сентимĕр
Сентимĕр

Сентимĕр (Сентимĕркасси), — Муркаш районӗнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 49 çухрăмра, Муркашран 5 çухрăмра ларать.

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 88 кил шутланнă, 252 çын пурăннă. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял урлă асфальтлă çул иртет.

Ял ячĕ

Малтан яла Сентимĕркасси тенĕ. Каярах вара -касси тухса ӳкнĕ. Сентимĕркасси — Сентимĕр ятлă чăваш ку яла йĕркелесе янине кăтартать. Çавăн пекех 1859 çулхи хыпар кĕнекинче ăна Илтукой (Ильдуковой) ятпа çырса хăварнă. Илтук (ил — çĕр, халăх, тук — тукан) — чăваш ячĕ.

Истори

1920 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕччен Чикме уесӗн Шурча вулăсне, каярах Шупашкар уесӗн Шурча вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 33 килте 135 çын пурăннă.

Паллă çынсем

Литература

  • Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.