Контент патне куҫ

Орхус

Мегавики материалӗ
Орхус
дан. Aarhus
Герб
Находится в пределах природно-географического объекта East Jutland metropolitan area[d]
Почтовый индекс 8000, 8100, 8200, 8210, 8220, 8229, 8230, 8240, 8245, 8250, 8260 тата 8270
Местный телефонный код 8
Официальный сайт aarhus.dk
Является административным центром Орхус[d]
Изображение печати/эмблемы
Дата возникновения VIII ӗмӗр
Этнохороним århusianer
Полученные награды
Официальное название дан. Aarhus
Численность населения Ошибка Lua в Модуль:Dates на строке 445: bad argument #3 to 'format' (number expected, got string).
Административно-территориальная единица Орхус[d]
Государство
Прозвище Smilets by
Площадь
  • 91
Карта местонахождения
Коллаж
Высота над уровнем моря 6 ± 1 тата 105
Изображение
Часовой пояс UTC+1:00[d]
Город-побратим Санкт-Петербург, Берген[d], Гётеборг[d][2], Турку, Куяллек[d], Харбин, Росток, Какорток[d] тата Киль[3]
Орхус на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Орхус[4] (дан. Aarhus или Århus) — пысӑкӑшӗпе Данири иккӗмӗш хула. Ютланди ҫурутравӗн тухӑҫ енче, Орхус-Бугт кӳлмек хӗрринче вырнаҫнӑ. Орхус коммунӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ хула. Пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан Дани порчӗ.

Халӑх йышӗ — 282 910 ҫын[5] (2021).

Хула историйӗ

Пӗрремӗш хут 948 ҫулта асӑннӑ. X—XIII ӗмӗрсенче пӗлтерӗшлӗ католицизм вырӑнӗ пулса питӗ хӑвӑрт аталаннӑ, кайран чылай вӑхӑтлӑха аталану чарӑнса ларнӑ. XIV ӗмӗрте чума алхаснӑ.

1849 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Данипе Прусси хушшинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кунта Адольф фон Гиршфельд генералӑн нимӗҫ ҫарӗсемпе Данин Рие дивизи хушшинче ҫапӑҫу пулса иртнӗ.

Орхус экономики XIX ӗмӗрте чукун ҫул хывнӑ хыҫҫӑн аталанма тытӑннӑ.

Халӑх йышӗ

График временно недоступен. Старый тег <graph> отключён из соображений безопасности.
1907 пуҫласа 2017 таранччен халӑх йышӗн статистики
Ҫул Халӑх йышӗ
1907 51 815 [6]
1961 118 900
2011 310 956
2017 269 022 [7]

Экономика

Хула суту-илӳпе промышленность центрӗ шутланать, кунта чукун ҫулсем пӗрлешеҫҫӗ. Машина туса кӑларасси (Danfoss компанин хапрӑкӗ), хими, пир-авӑр промышленноҫӗ аталаннӑ. Ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ те пур — хулара сӗт-ҫу продукчӗсене туса кӑларакан Arla Foods Данипе Швеци компанийӗн штаб-хваттерӗ вырнаҫнӑ.

Транспорт

2017 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ҫӗнӗ трамвай линин участокне — Вокзал–Университет пульници — хута янӑ. Маларах хулара 1904 трамвай пулнӑ — 1971 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче ӑна хупнӑ. 2006 ҫултанпа ҫӗнӗ лини тӑвассине сӳтсе явма тытӑннӑ, кайран 2013 ҫултанпа ӑна тума пуҫланӑ.

Культура

Кафедраллӑ соборпа юнашар вырнаҫнӑ тӳрем

Хулара Орхус университечӗ (1928 ҫулта никӗсленӗ), опера театрӗ, ботаника сачӗ вырнаҫнӑ, нацишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ Орхусӑн Симфони оркестрӗ ӗҫлет.

Концерт залӗнче (дан. Musikhuset) тӑтӑшах музыка фестивалӗсем иртеҫҫӗ, ҫав шутра авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче ирттерекен, Европӑра питӗ паллӑ Орхус фестивалӗ те.

Паллӑ вырӑнсем

Чи паллӑ вырӑнсем — Кивӗ хулара: XIIII—XV ӗмӗрсенчи кафедрӑллӑ готика соборӗ (ҫӗршывӑн чи пысӑк чиркӗвӗ), Фрукирхе чиркӗвӗ (XI—XV ӗмӗрсем), кивӗ ратуша (1857). Палӑрса тӑраканнисен шутне ҫӗнӗ ратуша (1938—1942, архитекторӗ Арне Якобсен), университет ҫурчӗсен комплексӗ кӗреҫҫӗ. «Кивӗ хула» музейра Данири тӗрлӗ хуласенчи XVI—XVII ӗмӗрти туса лартнӑ 50 ытла ҫурт-йӗре пуҫтарнӑ. Ӳнер музейӗнче — XIX—XX ӗмӗрсенчи Дани живопиҫӗ. Аваллӑхӑн ум тапхӑрӗпе паллаштаракан музейра чылай авалхи артефакт упранать. Ҫавӑн пекех естествознани музейӗсем, ӑслӑлӑхпа медицина историйӗн, пушарсен тата вӗсенчен хӳтӗленмелли музейсем, Хӗрарӑмсен музейӗ, Орхус хулин музейӗ, викингсен музейӗ, обсерватори тата ытти йышшисем те пур. Хула варринче темиҫе илемлӗ фонтан (вӗсенчен чи палли — 1941 ҫулта туса лартнӑ ратуша умӗнчи «Сыснасен фонтанӗ») вырнаҫнӑ.

Спорт

Тӑванла хулисем

Аяларах Орхусӑн тӑванла хулисен списокне илсе кӑтартнӑ[8]:

Партнёр хуласем

Вӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ[8]:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ↑ archINFORM (нем.) — 1994.
  2. ↑ http://goteborg.se/wps/portal/invanare/kommun-o-politik/internationellt-samarbete/nordiskt-samarbete/!ut/p/z1/04_Sj9CPykssy0xPLMnMz0vMAfIjo8ziQw0NAi2cDB0NDEJ9nQw8_czDnDyd_Q09Q8z1wwkpiAJKG-AAjgb6BbmhigCASA6r/dz/d5/L2dBISEvZ0FBIS9nQSEh/
  3. ↑ https://www.kiel.de/de/kiel_zukunft/kiel_international/aarhus.php
  4. ↑ Атлас мира / Сергеева, С. И.. — ГУГК, 1982. — С. 80—81. — 270 000 экз.
  5. ↑ Kommuner på landkortet — Danmarks Statistik. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗ.
  6. ↑ Ааргус (выр.) // Малый энциклопедический словарь — 2 — СПб.: 1907. — Т. 1.
  7. ↑ Danmarks Statistik — 2017.
  8. ↑ 8,0 8,1 Sister cities (англ.)(недоступная ссылка — история). City of Aarhus. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Орхус статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '