Контент патне куҫ

Масарлă

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Масарлă
выр. Могилки
Ялав Герб
Ялав Герб
52°52′12″ с. ш. 46°29′31″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Пенза облаçĕ
Муниципаллă район Çăрттанлă
Ял тăрăхĕ [[ял хутлăхĕ|]]
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • ▼1408 ҫын (2021)[1]
Национальноҫсем тутарсем, вырăссем
Конфессисем мăсăльмансем, христиансем
Катойконим масарлăсем
Цифра идентификаторӗсем
Почта индексӗсем +7 83235
ОКТМО кочӗ 56649422101
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 56249822001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Масарлă на карте
Масарлă
Масарлă

Масарлă (выр. Октябрьское) – Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнчи ял. Тутарсем тата вырăссем пурăнаççĕ.

Тавралăхĕ

Кун-çулĕ

Çак вырăнта 1712 çынсем пурăнма вырнаçни пирки паллă. Ăçтан вĕсем куçса килнине тĕплĕн калама çук, çапах та ват çынсем каласа панипе çакна пĕлме пулать. Хантемир мурса Аслă Петĕртен çак хутая илнĕ:

«за проявленную службу в войнах русского государства (возможно в Крымской войне), 182 татарам пожелавшим вместо своих мест выдать новую землю и их от всех налогов освободить. 52 семьям по 50 четвертей земли в поле, сенных покосов на 1000 копен. Оставшимся (130 хозяйств) по 25 четвертей земли в поле, сенных покосов по 500 копен»

. Вара ват асаттесем тĕпленме çĕр шырама тытăннă, хальхи Масарлă ятлă ял патне çитеççĕ те çакăнти çĕре килĕштереççĕ. Анчах та кунта Азарка Том чăвашăн ялĕ пулнă. Тутарсем кунта вырнаçнă. Анчах та чăвашсем мурсасене кăларса яраççĕ. Çакăн хыççăн Хантемир мурса хăйĕн юлташĕпе каллех I Петĕр патне çул тытать. Петĕр I вара Хусан тăрăхĕнчи хăйĕн пăхаканне салтаксене, çĕр виçекене илсе тутарсене çĕр касса пама хушать. Хусанри пăхаканĕ кунта Хантимир мурсана салтаксемпе çĕр виçекене парса ярать. Вара çаксем яла çитсе вырăнти чăвашсене хăваласа ярса çĕрне йышăнса юлаççе. Темиçе çул иртсен ял варринче чăваш çăвинчи вырăнĕнче шăмăсем, авалхи тум-тир тухать. Çавăнпа та яла Масарлă ята тивĕçтернĕ. Унтан каярах пурăнакансем уйрăлса тухса Тумă, Сарпай, Тарлаку ялсене никĕсленĕ. Халĕ Масарлăра вырăссемпе тутарсем пурăнаççĕ.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем