Итĕм-Кура
| Ял-хула | |||||
| Итĕм-Кура | |||||
|---|---|---|---|---|---|
|
|||||
| 52°47′35″ с. ш. 46°56′11″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Пенза облаçĕ | ||||
| Муниципаллă район | Çăрттанлă | ||||
| Ял тăрăхĕ | Итĕм-Кура | ||||
| Шайли пайлану | урамсем | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+4:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ | 612 ҫын (2010) | ||||
| Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
| Конфессисем | православсем | ||||
| Катойконим | итĕмкурасем | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 84164 | ||||
| Почта индексӗ | 442494 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 56649411101 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 56249811000 | ||||
|
|
|||||
Итĕм-Кура (выр. Илим-Гора), — Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районне кĕрекен чăваш ялĕ.
Халăх йышĕ [1], ял тытăмĕ
| 1747 | 1762 | 1926 | 1939 | 1959 | 1979 | 1989 | 1996 |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 270 яхăн | 363 | 1205 | 967 | 936 | 813 | 698 | 670 яхăн |
Тавралăхĕ
Ял Илем шывĕ хĕрринче ларать. Çăрттанлăран 12 км хĕвелтухăçра вырнаçнă.
Кунçулĕ
Ку таврана чăвашсем XVII ӗмӗр вĕçнелле куçса килсе ларнă. Пенза облаçĕнчи паллă краевед-тĕпчевçĕ В. Бердников хăйĕн «История наших сел» историлле очеркинче Итĕм-Кура пирки «Основание его относится к 70-80 годам XVII века» тесе çырать. 1718 çулта документсенче Чĕмпĕр кĕпернинчен килнĕ 7 кил пулнине палăртнă. 1917 çулхи революциччен çак ял Сарăту кĕпернине кĕнĕ. Халăх йышĕ:1926 çулта – 1205, 1959 – 936, 1979 – 813, 1989 – 698, 1996 – 670 çын.
Вуламалли
- Юхма Мишши. Илем шывĕ хĕрринче. //Юхма Мишши. Çилçунат. Шупашкар, 1976. — С.104-124.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
- Данилов Александр Максимович (1938 çур.) — математик, техника ăславĕсен докторĕ (1998), профессор (1990)[2][3].
- Байдюшев Михаил Михайлович (Пайтÿш Мишши), — таврапĕлÿçĕ, ялти шкулта истори вĕрентнĕ.
- Галахов Михаил Сергеевич (1954 çур.) — 2003-мĕш çултанпа Пенза облаçĕн ветеринари хĕсмечĕн пуçлăхĕ.
- Башкирова Нина Евгеньевна (1952 çур.) — вырăнти "Асамат" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи.
- Штурмина Татьяна Юрьевна (2000 çур.) — Пензăри медицина колледжĕн вĕренекенĕ, XVIII "Кĕмĕл сасă" конкурсăн тата Иркутскри "Акатуй-2017" ĕçтăвăм хутшăнавçи; Итĕм-Кура ялĕнчен тухнăскер[4][5].
- Штурмин Николай Константинович (6.9.1959—23.6.1982) — лейтенант, парашют-десант взвочĕн командирĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ; Афганистанра вилнĕ[6].
Кăсăклă фактсем
- Ялти шкулта Курак Иван Игнатьевич (1889-1942) ачасене вĕрентсе пурăннă (1914-1918).
Ӑнлантарусем
- ↑ Весь пензенский край 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Бойко, И. И. Данилов Александр Максимович / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 480.
- ↑ Данилов Александр Максимович // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. I : А-Л : Пензенская, Саратовская, Ульяновская обл. – С. 121.
- ↑ Пенза облаçĕн мĕнпур хыпарĕсем пĕр порталра.
- ↑ "Всечувашский Акатуй на Байкале", 04.06.17г, Татьяна Штурмина.
- ↑ эти данные были взяты из Всесоюзной книги памяти
Каçăсем
| Ку Пенза облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Пенза облаçĕнчи чăваш ялĕсем |
|
|---|---|
Çăрттанлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
|---|---|---|---|
Район центрĕ: Çăрттанлă (ял) | |||