Контент патне куҫ

Жукопа

Мегавики материалӗ
Жукопа
Уйрӑмлӑхӗсем
Тӑршшӗ 96 км
Бассейн 1340 км²
Водоток
Ҫӑлкуҫӗ[?] Валдай тӳремсăртлăхĕ
Шыв вӑрри Атăл
 • Вырнаҫӑвӗ 3475 км, сылтăм çыранпа
 • Координатсем
Вырнаҫӑвӗ
Шыв системи Атăл → Каçпи тинĕсĕ → Каçпи тинĕсĕ

Патшалӑхсем
Регион Тĕвер облаçĕ
ГВР-ти кочӗ 08010100112110000000093[1]
ГКГН-ти номерӗ 0130797

 

Жукопа, — Тверь облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атӑл юппи.

Тăршшĕ 96 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 1340 км2.

Юханшыв çăлкуçĕ Валдай çăртлăхĕнче, Тверь облаçĕн Нелидово районĕнчи Федоровски ял патĕнче вырнаçнă. Унтан инçех мар Мише юханшывĕн çалкуçĕ те вырнаçнă.

Çӳлти юхăмĕнче вăл 3-5 метр сарлакăш. Малтан вăрмансем урлă вăйлă авкаланса çурçĕрелле юхать. Тӳсма юхса кĕнĕ вырăнта пĕчĕк кӳлĕ урлă юхса иртет. Ун хыççăн вара юханшыв çын пурăнман вырăнсем тăрăх юхать: маларах асăннă кӳлĕпе Жукопа посёлок хушшинче 30 çухрăм тăршшĕпе никам та пурăнмасть. Ку вырăнта юханшыв 30-40 метр таран сарăлать.

Атӑла юханшыв Жукопа посёлокĕ патĕнче юхса кĕрет. Ку вырăнпа юнашар Пенопа Волго кӳлĕсем вырнаçнă.

Юханшыв вĕçĕнче тата Пено кӳлли тăрăх кимĕпе çӳреме каять.

Юпписем

Чи пысăк юппи — Тӳсма.

  1. ↑ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.