Денис Павлов
| Денис Павлов | |
|---|---|
| Ӳкерчĕк:Денис Павлов.jpg | |
| Тӗп информаци | |
| Тулли ячӗ | Павлов Денис Владимирович |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ (27 ҫулта) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Патшалӑх | |
| Профессисем | чăваш юрӑҫи |
| Жанрсем | чăваш эстради |
| #redirect Шаблон:Карточка/Викисклад | |
Павлов Денис Владимирович (сцена ҫинчи ячӗ — Денис Павлов, ҫур. 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ), Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Кун-çулĕ
1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
Кивӗ Ахпӳрт пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче (2006—2015) вӗреннӗ, Шупашкар культура училищинче (2015—2019) ятарлӑ пӗлӳ илнӗ.
Ялта пурӑнать, 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хресчен (фермер) хуҫалӑхне(выр.)чăв. никӗсленӗ, севок сухан ҫитӗнтерессипе ӗҫлет[1].
Пушӑ вӑхӑтра юрӑсем ҫырать, юрлать, концертсене хутшӑнать.
Пултарулӑхӗ
Ытларах Альбина Юрату, Ирина Степанова, Валерий Раштав ҫырнӑ сӑвӑсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать.
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Тик-Ток», «Ирӗлетӗн», «Чиперкке», «Сана эп лайк», «Ах, санпа», «Инстапике», «Майра», «Патарьел», «Хӗрсем», «Туссем», «Ан мансам эс мана», «Эс — ман юррӑм», «Кил, чунӑм», «Ташла», «Атте», «Уйрӑлу», «Хулиган», «Паянтан», «Бриллиант» (Сергей Лекеровпа пӗрле), «Ҫамрӑклӑх ман» (Сергей Лекеровпа пӗрле), «Ташӑ каҫӗ — чун уҫҫи» (Аня Сарпикепе пӗрле), «Ҫамрӑк чух» (Полина Борисовапа пӗрле) тата ыттисем те[2][3].
2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» проекта хутшӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов чӑваш эстрадин ӗҫченӗсемпе тӗл пулса пурне те пӗрлештерекен юрӑ ҫырма, юрӑ никӗсне Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахсене хывма сӗннӗ[4]. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юрӑ презентацийӗ иртнӗ[5]. Проекта пурнӑҫа кӗртекенсем: сӑвӑ авторӗ — Наталья Сахарова, кӗввине ҫыраканӗ — Андрей Коноплев, юрлакансем — «Глянец» тата «Приданое» ушкӑнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль[6].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснисен «Патӑрьелсем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[7].
Ӑнлантарусем
- ↑ ИП Павлов Денис Владимирович (выр.). Контур Фокус. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ.
- ↑ Денис Павлов (выр.). music.mts.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ.
- ↑ Денис Павлов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ.
- ↑ «Мы были, есть и будем»: Премьер-министр Чувашии Сергей Артамонов предложил чувашским артистам создать новую, объединяющую поколения, народную песню (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (31 Утӑ уйӑхӗн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Члены Экспертного клуба Чувашии прокомментировали презентацию музыкального клипа «Мы были, есть и будем» о единстве поколений (выр.). opchr21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Идея создания песни единства Чувашии воплощена в жизнь. hypar.ru. Издательский дом «Хыпар». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
- ↑ Татьяна Васильева. Звёзды чувашской эстрады провели концерт в поддержку участников СВО (выр.). Чувашинформ (28 Чӳк уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ.