Гурьева Маргарита Валентиновна
| Маргарита Гурьева | |
|---|---|
| Ӳкерчĕк:Гурьева Маргарита Валентиновна.jpg | |
| Ҫуралнӑ | 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ (64 ҫулта) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Пӗлӳ илни | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | сӑвӑҫ |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
| Наградӑсем | Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен премийӗ (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература премийӗ (1999) |
Гурьева Маргарита Валентиновна (ҫур. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Кĕçĕн Тивĕш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш сăвăçи, актриси, режиссёрӗ[1].
Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1997), Маринистсемпе баталистсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацин пайташĕ (1999), Театр ĕçтешĕсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1989), «Ахрăм» халăх театрĕсен ассоциацийӗн пайташĕ (1997).
Пурнăçĕ
1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче ҫуралнӑ.
1985 çулта Чăваш республикин культурăпа çутĕç училищин хореографи уйрăмĕнче вĕренсе тухнă. Нянина Людмила Николаевна патӗнче вӗреннӗ. Чăваш патшалăх университечĕн журналистикăпа режиссура факультетĕнче пӗлӳ илнӗ.
1979 çултанпа Чăваш патшалăх пукане театрĕнче актриса, «Пӳрнеске» чăваш халăх театрĕн режиссёрĕ пулса ĕçлет.
Чăваш телекуравĕнче «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» телекăларăма ертсе пынӑ.
Ӗçĕсем
Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырма пуçланă. Унтанпа унăн сăввисем Чăваш Енĕн, Пушкӑрт Республикин, Тутарстанăн тата Азербайджанăн хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Тăтăшах ăна чăваш радиовӗпе тата телекуравӗнче илтме пулать[2].
Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем[1]:
- «Вăрттăн юрату» (сăвăсем, 1998);
- «Эп çунсан та çунса пӗтес çук» (сăвăсем, 2000);
- «Манăн çутă ĕмĕтсем» (сăвăсем, 2002).
- «Свадебные слёзы» (Туйри куççулсем, сăвăсем, 2001);
- «Колдунья, ты лгунья» (Тухатмăш, эс суеçĕ, юмахсем, 2001).
Вырăсла тата чăвашла тухнă кĕнеки:
- «Кĕмĕл сывлăм» (сăвăсем, 2002).
Хисепӗсем
- Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен премийӗн лауреачӗ (1995)№
- А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература премийӗн лауреачӗ (1999).
Ӑнлантарусем
- ↑ 1,0 1,1 Гурьева Маргарита Валентиновна. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ.
- ↑ Маргарита Гурьева. www.chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ.
- Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1962 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Режиссёрсем, алфавитпа
- Актёрсем, алфавитпа
- СССР сăвăçисем
- СССР режиссёрĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей режиссёрĕсем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш режиссёрĕсем
- Чăваш çыравçисем
- СССР ҫыравҫисем