USS Harry S. Truman (CVN-75)
Гарри Трумэн — (акăл. USS Harry S. Truman (CVN-75)) — американ авианосецĕ, Нимиц тĕсĕн саккăрмĕш карапĕ.
1993 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче тума тытăннă, 1996 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче шыва антарнă, флот йышне 1998 çулхи утăн 25-мĕшĕнче кĕртнĕ, церемоние АПШ президенчĕ Билл Клинтон хутшăннă. Карапа тума 4,5 миллиард АПШ долларĕ кайнă.

АПШ 33-мĕш президенчĕ Гарри Трумэн ятне панă, тума пуçланă чухне «Пĕрлешĕннĕ Штатсем» (акăл. USS United States) ятпа пынă, кĕçех карапа «Гарри Трумэн» ята тивĕçтернĕ.
Авианосец АПШ тинĕс-çарĕн Норфолк хулинчи базине çырнă.
Перси кӳлмекĕнче пĕрремĕш хут 2000 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕ - 2001 çулхи çăвăн 23-мĕшĕнче пулнă.
2003 çулта «Хĕвел куççулĕсем» фильма ӳкернĕ çĕре (Брюс Уиллис тĕп рольте) хутшăннă.
1995 çулта ӳкернĕ «Neon Genesis Evangelion» 8-мĕш серинче «Over the Rainbow» ятпа курăннă[1].
Ӑнлантарусем
- ↑ Yoko NGE All-In-One FAQ (выр.). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ.
Каçăсем
- РУВИКИ.Медиа логотипĕ USS Harry S. Truman (CVN-75) РУВИКИ.Медиа-ра
- USS Harry S. Truman Официаллă сайт (англ.). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ.
- Официаллă мар сайт (англ.). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ.
- Фотогалерея (англ.). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ.