Контент патне куҫ

The New York Times

Мегавики материалӗ

Тĕс кашни кун тухакан хаçат
Формат Анлă форматлă
Кăларакан Артур Окс Сульцбергер кĕç.
Редактор Билл Келлер (с 2003)
Никĕсленĕ 1851

Тĕп офис Çĕнĕ Йорк, АПШ
Тираж 876 638 кунсерен
1 352 358 вырсарникун[1]
Хакĕ USD 1.00 тунтикун-шăматкун
USD 3.50 вырсарникун
USD 3.50/5.00 ятарлă кăларăмсем
ISSN 0362-4331
Веб-сайт www.nytimes.com

The New York Times (выр. Нью-Йорк таймс) — АПШ сарăлăвĕпе виççĕмĕш (The Wall Street Journal тата USA Today хыççăн) хаçачĕ. Ытларахăш американ хаçачĕсем пекех, The New York Times регион кăларăмĕ шутланать. Çапах та, регионăн МИХ концепципе аталаннă пулин те вăл тĕнчери чи сĕмлĕ хаçатсенчен пĕрри пулса тăрать.

Кун-çулĕ

New York Times Building — хаçатăн Манхэттенри çĕнĕ штаб-хваттерĕ (2007 çул, архитектор Ренцо Пьяно)

1851 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче Генри Джарвис Рэймонд журналист тата политик, Республика Наци Комитечĕн иккĕмĕш председателĕ, тата малтан банкир пулнă Джордж Джонсо йĕркеленĕ; ун чухне кăларăма «New-York Daily Times» тенĕ. Код ISSN: 0362-4331. Тираж (2005 çулта) 1 млн 131 пин экземпляр ахаль кунсенче тата 1 млн 681 пин экземпляр — вырсарни кунсенче. Пĕтĕм тĕнчере сарăлать.

Харпăрçă

1896 çултанпа The New York Times харпăрçи Сульцбергер çемьи пулать. Сульцбергерсен аллинче Б класлă акцисен 88 %[2].

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

  1. ↑ [http://www.burrellesluce.com/sites/default/files/TopMedia2011_UpdatedFebruary2011_FINAL.pdf Top Media Outlets: Newspapers, Blogs, Consumer Magazines & Social Networks] (англ.). burrellesluce.com (нарӑс 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗ.
  2. ↑ SARAH ELLISON. How a Money Manager Battled New York Times (21 Пуш уйӑхӗн 0200). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗ.

Каçăсем