Контент патне куҫ

Diary.ru

Мегавики материалӗ
@дневники
Логотип ӳкерчӗкӗ
Ӳкерчĕк:Diaryru2025.png
URL diary.ru
Коммерциллӗ Пур
Сайт тӗсӗ Онлайн кун кĕнекисен сервисĕ
Чӗлхе (-сем) Вырӑс
Ӗҫлеме пуҫланӑ 2002 çулхи пуш, 5
Хальхи статус Ӗҫлемест

Категория:Сайтсем, алфавитпа

Diary.ru, @дневники — персоналлӑ блогсен тата ушкӑнла сообществӑсен блогӗсене вырнаҫтармалли платформа. 2002 ҫулта уҫӑлнӑ, 2020 ҫулта хупӑннӑ. Ӑна «Кубань интернет-компанийӗ» («Кубик») йӗркеленӗ пулнӑ. Сайт www.diary.ru адреспа ӗҫленӗ.

Сайт ҫинчен

2002 ҫулта уҫӑлнӑ, 2017 ҫулта хупӑннӑ. Ӑна «Кубань интернет-компанийӗ» («Кубик») йӗркеленӗ пулнӑ. Сайт www.diary.ru адреспа ӗҫленӗ.

Каярахра «Дайри.ру» ТМЯП харпӑрлӑхне куҫарнӑ. Блогсен платформине(выр.)чăв. хуҫа шутланакан компанинче ӗҫлекен ҫынсем тата темиҫе шаннӑ ҫынни администрациленӗ.

Историйӗ

2002 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Yuga.ru сайчӗн форумӗ ҫумӗнче Mylife.yuga.ru проект йӗркеленнӗ. Вӑл сӑв тери вӑйлӑ аталанса каясса никам та кӗтмен.

Проектпа чи малтан усӑ курма пуҫлакансем хушшинче «Кубик» компанийӗн усӑҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем нумай ҫырма, вулама тата комментарилеме пуҫланӑ. Ку нумай ҫынна кӑсӑклантарса янӑ та проекта «Кубик» юлташӗсем, каярах ытти тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем хутшӑнма пуҫланӑ. Кӑштахран оффланлӑ клиент та йӗркеленнӗ.

«Кубань интернет-компанийӗ» («Кубик») Краснодар крайӗнчен пулнӑран унта хутшӑнакансен ытларах пайӗ вӑл тӑрӑхран пулнӑ. Тулашри чи малтанхи усӑҫ 2002 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче регистрациленнӗ VitalyOFF пулса тӑнӑ. Чикӗ леш енчи ҫынсен те проектра регистрациленнӗ — 2002 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче kore@n dog ятлӑ усӑҫ хӑйен кун кӗнекине ертсе пыма пуҫланӑ.

2002 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче сайт хӑйӗн diary.ru адресне регистрациленӗ. Re@nimator ҫак ӗҫ-пуҫа ҫапла аса илнӗ:

Ӳсрӗмӗр эпир ӳсрӗмӗр те ӳссе ҫитрӗмӗр. Самай пысӑклантӑмӑр. Вара пире ҫӗнӗ домен кирлӗ пулса тӑчӗ. Diary.ru ята @нос тупрӗ. Тӗрӗсрех каласан, домен хуҫисем унӑн регистрацине тӑсасси пирки манса кайнине асӑрхарӗ. Домен хуҫи Diary агенствӑн шутланнӑччӗ, вӑл темле майсемпе вӗренӳпе ҫыхӑннӑ пулнӑччӗ. Ытла нумай шухӑшласа тӑмарӑмӑр, домена ҫӗнӗрен регистрацилерӗмӗр. Ку чаплӑ ӗҫ-пуҫ 2002 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче пулса иртрӗ.

2003 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче дизайн(выр.)чăв. ҫӗнелнӗ, меню улшӑннӑ, ҫӗнӗ функцисем хушӑннӑ. Ҫапла май @дневники пурин асӗнче те юлнӑ сӑна илнӗ.

2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тӳлевлӗ кун кӗнекисем ӗҫлеме пуҫланӑ.

2007 ҫулта компанин ҫуррине Mail.Ru Group туяннӑ, 2016 ҫулта «Дайри.ру» ТМЯП вӑл пая каялла туяннӑ[1].

Сервисӑн ӗҫӗнчи ӗҫ-пуҫ 2015 ҫул вӗҫӗнче япӑхланма пуҫланӑ: усӑҫсем йышӗ чакма пуҫланӑран интернет-рекламӑран килекен укҫа-тенкӗ сахалланма тытӑннӑ. Тӳлевлӗ кун кӗнекисемпе усӑ куракансен йышӗ те икӗ пине чакнӑ. Ҫакӑ проекта тӑкаклӑ туса хунӑ. Чылай кун кӗнеки хупӑ пулни те лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ — тулашран ҫынсене илсе килме май паман. 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче компанин укҫи-тенки пач пӗтнӗ, уйӑхсерен кӳрекен тӑкак хисепӗ 170 пине ҫитнӗ[1].

Сайта хупасси пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн нумай усӑҫ платформӑна укҫа куҫарнӑ, ҫапла май платформа хуҫи Евгений Руденко унӑн ӗҫне малалла тӑсасси пирки йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗнче рекламӑран илекен тупӑш та 20–30% ӳснӗ. Ҫапла май платформа 2018 ҫулхи ҫуркуннеччен ӗҫлеме укҫа-тенкӗ тупнӑ[2].

2020 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче блогсен платформине(выр.)чăв. Setup.Ru сайтсен конструкторӗн пӗр хуҫине сутса янӑ[3].

2024 ҫулхи ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче «Дайри.ру» ТМЯП-а ликвидациленӗ.

Статистика

Кун кӗнекисен йышӗ:

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 Роман Бобылев. Сервис онлайн-дневников Diary.Ru будет закрыт (выр.). daily.afisha.ru (31 Юпа уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ.
  2. ↑ Маша Томилина. Владелец Diary.ru решил не закрывать онлайн-дневники. Сервис спасли пользователи (выр.). Юга (11 Чӳк уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ.
  3. ↑ Краснодарский предприниматель Евгений Руденко продал блог-сервис Diary.Ru (выр.). РБК (10 Нарӑс уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ.
  4. ↑ Два юбилея в один день — @дневники: изнутри (выр.). diary.ru (31 Ҫу уйӑхӗн 2007). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ.

Каçăсем