Ҫӗртме, 3
Курӑнакан калӑплав
| Çу — Çĕртме — Утă | ||||||
| Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | |||||
| Эрнен кун ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă | ||||||
Уявсем
- Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ
— Парашют ҫуралнӑ кун[1]
— Мабо кунӗ (1992)
— Намиби хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен кунӗ
— Никама пӑхӑнманлӑх кун (2006)
Пулăмсем

- 1326 — Новгородпа Норвеги хушшинче чикке йӗркелекен килӗшӗве алӑ пуснӑ.
- 1780 — «Эшкер патши» Ньюгейт тӗрмине ҫине тапӑннӑ, унта хупнисем ирӗке тухнӑ.
- 1927 — Мускавра Хӗрлӗ хапхана (капăрл.) аркатнă.
- 1937 — Британири влаҫне йышӑнассинчен пӑрӑннӑ хыҫҫӑн VIII Эдуард миссис Симпсонпа пӗрлешнӗ.
- 1968 — Валери Соланас феминистка Энди Уорхол художника виҫӗ хутчен пӑшалтан пенӗ.
- 1979 — «Иксток-1» нефть платформинчен (Мексика кӳлмекĕ) тинӗсе 600 пин тонна нефть юхса тухнӑ.
- 1998 — Эшеде патӗнче хӑвӑрт чупакан ICE пуйӑспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ (101 ҫын вилнӗ, 88 аманнӑ).
- 2006 — Черногори Сербипе Черногори пĕрлешĕвĕнчен тухса никама пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ.
Çуралнă
- 1929 — Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи.
- 1934 — Ахрат Иван Васильевич, чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ.
Вилнĕ
- 1657 - Гарвей Уильям - Англи медикĕ.
- 1963 — Назым Хикмет Ран, турккă сăвăçи, çыравçи, драматургĕ.
- ↑ 1tv.ru/shows/dobroe-utro/mezhdu-tem/den-rozhdeniya-parashyuta