Ҫӗнӗ Пӑва
| Ял-хула | |||||
| Çĕнĕ Пăва | |||||
|---|---|---|---|---|---|
|
|||||
| 55°09′15″ с. ш. 47°49′56″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
| Муниципаллă район | Елчĕк районĕ | ||||
| Ял тăрăхĕ | Курнавăш | ||||
| Историпе географи | |||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ | 475[1] ҫын (2010) | ||||
| Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 83549 | ||||
| Почта индексӗ | 429384 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 97555000226 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 97255830004 | ||||
| Номер в ГКГН | 0120692 | ||||
|
|
|||||
Çĕнĕ Пăва, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.
1927 çулчен Пăва ятлă пулнă.
Тавралăхĕ
Пăва юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 475 çын, çав шутра 243 арçын, 232 хĕрарăм пурăннă[2]. 2004 çулта кунта 213 кил пулнă, пурĕ 645 çын пурăннă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 212 çын хутшăннă, вĕсенчен 115 çапăçусенче пуçĕсене хунă.
Ялта телефон станциĕ, ял вулавăшĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ пур.
Кун-çулĕ
Яла XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче Цыгановсем никĕсленĕ. Вĕсем хальхи Вăрмар районĕ вырăнĕсенчен кунта куçса килнĕ. Çак вăхăтрах кунта христиан тĕнне вăйпа кĕртессинчен çылăнса тарнă темиçе тутар кил-йышĕ килсе вырнаçнă. 1820 — кунта пурăнакан 40 çын христиан тĕнне йышăнма килĕшнĕ.
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулчен Патăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
1892 çулта ялта 2 класлă шкул никĕсленĕ. Ун хыççăн вăл пуçламăш, тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1937 çулта вара вăтам шкул туса хунă.
1929 çулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленĕ. 1956 çулта радио кĕртнĕ, 1960 çулта — электричество. 2003 çулта яла газ кĕртнĕ.
Паллă çыннисем
- Кадышев Михаил Семёнович, сăвăç;
- Прокопьев Николай Алексеевич, чăваш сăвăçи;
- Христофоров Иван Иванович, юрăçă;
- Христофоров Вячеслав Васильевич, юрăçă.
Çав. пекех
- Çĕнĕ Пăва чиркĕвĕ
- Çĕнĕ Пăва улăп тăприсем
- Пăва — Тутарстанри хула
- Çĕнĕ Пăвари историпе тăван ен тата этнографии музейĕ
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчӗксене тата капăрлатусене РУВИКИ йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Елчӗк районӗнчи пурăнан вырăнсем |
|
|---|---|
Администраци центрĕ: Елчĕк ялĕ Ялсем: Акчел • Анатри Тимеш • Аслă Елчĕк • Аслă Пăла Тимеш • Шуршу • Аслă Таяпа • Аслă Шăхаль • Атĕкпуç • Ахпĕрçын • Вӑрӑмхӑва • Вырăскасси • Елчĕк • Ĕнел • Исампаел • Кĕçĕн Патреккел • Кĕçĕн Таяпа • Кĕçĕн Шăхаль • Кӳлпуç • Кавал • Каркалар • Кивĕ Арланкасси • Кивĕ Эйпеç • Кипеç • Курнавăш • Кушкă • Лаш Таяпа • Мучар • Патреккел • Петровка • Çĕнĕ Пикшик • Питтĕпел • Сăрьел • Çĕнĕ Арланкасси • Ҫӗнӗ Кипеҫ • Ҫӗнӗ Пӑва • Çĕнĕ Тускел • Çĕнĕ Эйпеç • Çĕньял • Ҫирӗклӗ Шӑхаль • Çуткӳл • Тăрăм • Тăрнашур • Тĕмер • Таяпа Энтри • Тип Тимĕш • Турхан • Тускел • Хӑвӑлҫырма • Чăваш Тăрăм • Шӑмалак • Элекçей Тимеш • Элпуç • Энтепе • Яманчурел |
