Яндекс
| Yandex N.V. | |
| | |
| тип | {{{тип}}} |
|---|---|
| Биржăри листинг | NASDAQ: YNDX, MCX: YNDX |
| Ӗçлев | шырав системи, интернет-портал |
| Никĕсленĕ çул | 2000 çул |
| Паллă çынсем | Аркадий Волож (CEO), Александр Шульгин (COO)[1]; Джон Бойнтон (вăхăтлăха Директорсен Канашĕн Председателĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан)[2] |
| Отраçлĕ | Тетел |
| Операци тупăшĕ | ▲ 12,84 млрд руб. (2016 çул, US GAAP)[3] |
| Таса тупăш | ▼ 6,783 млрд руб. (2016 çул, US GAAP)[3] |
| Ĕçтеш йышĕ | 6271 (2016) |
| Веб-сайчĕ | yandex.ru/company |
Я́ндекс — раççей ИТ-компанийĕ, Эрешри шырав системипе тетел-порталăн харпăрçи. «Яндекс» шырав системи тĕнчери чи пысăк шырав сайчĕсем хушшинче тупса панипе çиччĕмĕш вырăнта (1,892 млрд, 2009 ç. раштав статистики)[4] тата акăлчан мар чĕлхесем хушшинче чи пысăкки шутланать. Yandex.ru шырав системи пирки официаллă 1997 çулхи авӑн, 23 пĕлтернĕ, малтанхи утăмĕсене CompTek International компанинче тунă. Уйрăм компани евĕр «Яндекс» 2000 çулта ура çине тăрать.
Харпăрçисем тата ертӳлĕхĕ
Компанин 61 % ытла акцийĕ инвестфондсем (ru-Net Holdings, Baring Vostok Capital Partners тата Tiger Technologies) харпăрлăхĕнче, 24 % — менеджерсемпе ĕçтешĕсенче, 10 % — пайăр инвесторсемпе компанин малтанхи ĕçтешĕсенче, 5 % — опционсем тытакансен алинче.[5]
2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Яндексăн» кăк компанийĕ— голланд компанийĕ Yandex N. V. приоритетлă акци кăларать те 1 евро хакпа Сбербанка туянтарать. Çак акцин пĕртен-пĕр прави — вăл компанин 25 % ытла акцине сутнă чухне вето хума пултарать.[6]
Ертӳлĕхĕ

- Аркадий Волож — тĕп директор.
- Илья Сегалович — технологисен директорĕ.
- Елена Колмановская — тĕп редактор.
- Алексей Третьяков — коммерци директорĕ.
- Светлана Кондрашова — янрав директорĕ.
- Дмитрий Иванов — проектсен директорĕ.
- Андрей Себрант — сервис маркетингĕн директорĕ.
- Екатерина Фадеева — право ыйтăвĕсен директорĕ.
- Аркадий Борковский — CTO of Yandex Labs.
Ĕçлĕх кăтартăвĕсем
Ĕçтешсен йышĕ 2000 çын ытла.[7]
US GAAP йĕркипе шутласан, компани 2007 çулта 167 млн долл. пуçтарнă[8] 2008 çулта çаврăнăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 80 % ытла пулса 300 млн долл. иртсе кайнă. 85 % тупăшĕ контекст янравĕнчен пуçтарăннă.[3] 2009 çулта пайта чакнă — 278 млн долл. танлашнă.[9].
Alexa Internet статистики
| Тĕрлĕ çĕршывсенчи сайтăн паллăлăхĕн рейтингĕ[10] | |
|---|---|
| Патшалăх | Вырăн |
| 1 | |
| 1 | |
| 6 | |
| 6 | |
| 7 | |
| 10 | |
| 433 | |
| 1390 | |
2010 çулхи ҫурла, 29 yandex.ru сайчĕ тĕнчере паллăлăхĕпе 25 вырăнта, Alexa.com рейтингĕпе килĕшӳллĕ[11]
Ӑнлантарусем
- ↑ Yandex: Management team (англ.). Yandex. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ.
- ↑ Цитатӑланӑ чухнехи йӑнӑш: Неверный тег
<ref>; для сносокpress_releases.20160328не указан текст - ↑ 3,0 3,1 3,2 Цитатӑланӑ чухнехи йӑнӑш: Неверный тег
<ref>; для сносокautogenerated1не указан текст - ↑ comScore Reports Global Search Market Growth of 46 Percent in 2009
- ↑ Структура акционерного капитала компании Yandex N.V. Официальные данные компании
- ↑ Анастасия Голицына, Максим Гликин. Жесть доброй воли // Ведомости, 24.09.2009, 180 (2450)
- ↑ Вакансии 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Яндекс. О компании
- ↑ Цитатӑланӑ чухнехи йӑнӑш: Неверный тег
<ref>; для сносокved_06_08не указан текст - ↑ Цитатӑланӑ чухнехи йӑнӑш: Неверный тег
<ref>; для сносокЯндекс подводит итоги 2009 годане указан текст - ↑ Рейтинг популярности сайта по статистики Alexa.com на 26 августа 2010 года 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Yandex.ru. Alexa (2010). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Гусев Владимир Сергеевич. . — М.: Диалектика. — 224 с. — ISBN 978-5-8459-1230-5.
- Соколов-Митрич, Д. В. . — М.: Манн, Иванов и Фербер. — 368 с. — (Реальные истории). — 10 000 экз. — ISBN 978-5-00057-092-0.
- Дорофеев Владислав. . — М.: Альпина Паблишер. — 358 с. — ISBN 978-5-9614-4514-5.
- Абрамзон Михаил. . — СПб.: БХВ-Петербург. — 544 с. — ISBN 978-5-9775-0144-6.
Каçăсем
- Главная страница портала и поисковой системы
- Официальное руководство по поиску через Яндекс
- Дата-центрĕсем
Яндекс |
|
|---|---|
| Шырав-хыпар | |
| Пайăр тата канăç сервисĕсем | |
| Вебмастеру | |
| Янрав | |
| Программăсем | |
| Яндекс.Нано | |
| Корпораци продукчĕсем | |