Контент патне куҫ

Элпи Валентина Андреевна

Мегавики материалӗ
Валентина Эльби
Ҫуралнӑ 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ(1913-01-31)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ 2014 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ(2014-09-28) (101 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Гражданлӑх (подданство)
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ çыравçӑ, драматург
Жанр проза
Хайлавсен чӗлхи чăваш
Наградӑсем
«Ĕçри хастарлăхшăн» медаль
«Ĕçри хастарлăхшăн» медаль

ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ, 1989

Валентина Андреевна Элпи (выр. Эльби Валентина Андреевна, чăн хушамачĕ — Андреева; 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Хусан кӗпӗрни — 2014 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманинчи чăваш çыравçи, драматург.

Кун-ҫулӗ

1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ (халӗ — Чӑваш Республикин Тӑвай муниципаллӑ округӗ).

Вӑл тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, кайран Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнчи сакӑр ҫуллӑх шкулта вӗреннӗ. 1930 ҫулта вӑл Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах укҫа-тенкӗ енчен йывӑр лару-тӑрӑвне кура пӗр курс хыҫҫӑн вӗренме пӑрахнӑ. Ҫав ҫултах вӑл Вӑрмар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи больницӑра медсестра пулса ӗҫленӗ[1].

1932—1934 ҫулсенче Куславкка районӗн хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1934 ҫулта «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ (халӗ — «Хыпар»). Ҫак хаҫатра 1935 ҫулта унӑн пӗрремӗш калавӗ — «Ачасемшӗн» — пичетленнӗ. 1936—1938 ҫулсенче вӑл редакци ӗҫченӗсене хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. 1938—1968 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи радиокомитетра «Хатĕр пул» ача-пӑча радиожурналӗн ертӳҫи тата редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче те «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пӑрахман.

1956 ҫулта Мускавра Валентина Эльбин пӗрремӗш кӗнеки — «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» — тухнӑ[1].

1964 ҫултанпа СССР Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ, 1989 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ[1][2].

Эльби псевдонима ӑна Петӗр Хусанкайпа тата Илпек Микулайӗ унӑн тӑван ялӗ хыҫӗпе юхакан Эль юханшыв ячӗпе суйласа панӑ[1].

Пултарулӑх

Ҫырнӑ хайлавӗсенчен чылайӑшӗ ачасем валли. Унӑн чӑвашла 20 ытла кӗнеке тухнӑ. «Аппапа пӗрле» хайлава шкул программине кӗртнӗ, ҫавӑн пекех марилле те тухнӑ. Хӑшпӗр произведенисене Чӑваш академи драма театрӗнче лартнӑ[1].

Кӗнекисем

  • «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (калавсем, 1956);
  • «Вунтӑваттӑ тултарас умӗн» (повеҫ, 1959);
  • «Калавсем» (1960);
  • «Ҫав кунсен чапӗ ҫухалмӗ» (драма, Г. Пласкинпа пӗрле, 1960);
  • «Кочующий домик» (калавсем, Детгиз, 1960);
  • «Эпӗ халь телейлӗ» (повеҫ, 1963);
  • «Аппапа пӗрле» (Марииздат, 1963);
  • «Тӑрӑр вӑйӑ картине» (повеҫсемпе калавсем, 1964);
  • «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (повеҫсем, 1967);
  • «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (повеҫ, калавсем, 1983);
  • «Хӑюллӑ пионер» (1970)[2][3];
  • «Кашнинех килте кӗтеҫҫӗ» (1972)[2];
  • «Тинӗс чечекӗ» (1973)[2][4];
  • «Йӑл кулсан» (1978)[2];
  • «Пулас кинсем» (1989)[4][2];
  • «Качча кайиччен» (1990)[4][3];
  • «Малтанхи савни» (1993)[3];
  • «Качча кайсан» (2002)[4][2];
  • «Пепке ҫуралсан…» (2006)[4][2].

«Пепке ҫуралсан…» кӗнеке 2006 ҫулта иртнӗ «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ[2].

Хисепӗсем

  • «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль (1966)[1].
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1989)[1][2].

Астӑвӑм

Ӑна Шупашкарти Явӑш ҫӑвинче хисеплӗ ҫынсене пытаракан аллейӑра пытарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 1,2 1,3 1,4 1,5 1,6 Андреева (Эльби) Валентина Андреевна | БУ "Государственный архив современной истории Чувашской Республики". www.gasi.archives21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ.
  2. ↑ 2,00 2,01 2,02 2,03 2,04 2,05 2,06 2,07 2,08 2,09 Эльби, Валентина Андреевна (писатель; 31.01.1913-28.09.2014). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ.
  3. ↑ 3,0 3,1 3,2 Андреева (Эльби) Валентина Андреевна. БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ.
  4. ↑ 4,0 4,1 4,2 4,3 4,4 Эльби Валентина Андреевна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ.

Литература

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
  • Мышкина, А. Ф. Эльби Валентина Андреевна / А. Ф. Мышкина // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 664.
  • Валентина Андреевна Эльби (Андреева) : путеводитель по фондам // БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики». — Чебоксары, 2009.
  • Эльби Валентина Андреевна (к 95-летию со дня рождения) // Литературная Чувашия: самая читаемая книга года — 2008 : библиографический указатель. — Чебоксары, 2009.

Рецензисем

  • В. Эльби пултарулăхĕпе тата кĕнекисемпе çак рецензисемпе статьясем паллаштараççĕ:
  • В. Канюков — «Рассказы Валентины Андреевой» («Литература и жизнь», 73 №, 1958);
  • В. Компанией, Б. Калир — «Самое главное — труд человека» («Литература и жизнь», 143 №, 1960);
  • Г. Пилеш — «Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç» («Ялав», 9 №, 1961);
  • В. Алендей — «Таник телей тупать» («Эпĕ халь телейлĕ» кĕнеке çинчен, («Коммунизм ялавĕ», 1963, июнĕн 4-мĕшĕ);
  • М. Юрьев — «Ачасен тусĕ» (В. Эльби 50 çул тултарнă май, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат, 1963, декабрӗн 20-мĕшĕ).

Каҫӑсем