Чӑкӑт
| Чӑкӑт | |
| Ӳкерчĕк:Чигит.jpg | |
| Компонентсем | |
|---|---|
| Кирлисем | тӑпӑрчӑ, тӑвар, ҫӑмарта |
Чӑкӑт — чӑвашсен юр-варӗ, тӑпӑрчран хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ.
Хатӗрлесси
Тӑпӑрча пӗр хутӑш пуличчен пӑтратнӑ, тӑвар янӑ, тепер чух ҫӑмарта та хушнӑ, вара йывӑҫ савӑтсене хурса ӑшӑ кӑмакана лартнӑ. Савӑт йывӑҫ чашӑк, йывӑҫ кӑшӑл е ятарласа ӑсталанӑ савӑт пулма пултарнӑ. Ир енне кӑларнӑ — чӑкӑт хатӗр пулнӑ. Чӑкӑта хӑйне кӑна е ытти ҫимӗҫсемпе хутӑштарса ҫинӗ. Ҫатма ҫинче ҫӑмартапа е шӑрттанпа пӗрле ӑшаласа ҫиме пултарнӑ[1].
Хальхи саманара чӑкӑт ансат мелпе тума хӑнӑхнӑ. Тӑпӑрча кӑштах хӑйма, 1-2 ҫӑмарта, тӑвар ярса пӑтратмалла — пӗр евӗр хутӑш пуличчен. Ҫавра савӑта хурса духовкӑра 40 минут пӗҫермелле[2].
Рецептсем
Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ (Шупашкар, 2007) кӗнекерен (150 стр.):
Чӑкӑт. 200 г чӑкӑт валли: 185 г тӑпӑрч, 38 г хӑйма, 1 ҫӑмарта, 2 г тӑвар. Тӑпӑрча ала витӗр сӑтӑрса е аш арманӗпе авӑртса кӑлармалла. Ҫӑмарта, хӑйма, тӑвар хушса пӑтратмалла. Пулнӑ хутӑша ҫӑка йывӑҫ кӑшӑлне хумалла, ҫиелтен ҫӑмарта саррипе сӗрмелле. Кӑмакара е 180-200 градус температурӑллӑ духовкӑра пӗҫермелле. Ҫиеле шыв тухма пуҫласан — чӑкӑт хатӗр. Пиҫнӗ чӑкӑта сивӗлле ҫимелле.
Ӑнлантарусем
- ↑ Сыр (чӑкӑт) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики.
- ↑ Чувашская кухня в 10 главных блюдах. Чӑкӑт (выр.). Журнал VisitVolga (4 Ҫу уйӑхӗн 2023).
Вуламалли
- Енькка, Е. Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа XVI-XIX веков : учебное пособие для 6-7 кл. / Елена Енькка, 2009. – С. 164.
- Е.В. Сергеева. Традиционная кухня и застольный этикет чувашей (конец XIX — начало XXI в.) истрико-этнографическое исследование по материалам этнографической группы низовых чувашей. — Чебоксары: Фонд историк-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2015. — 172 с.
- Чуваши и их соседи: этнокультурный диалог в пространственно-временном континууме: материалы межрегиональной научно-практической конференции (г. Чебоксары, 15-16 ноября, 2011) / сост. И отв. Ред. В. П. Иванов. — Чебоксары: ЧГИГН, 2012. — 312 с.
- Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня. — Чебоксары: ГУП Чувашской Республики «Чувашское книжное издательство» Минкультуры Чувашии, 2007. — 206 с.
- Культура чувашского края. Часть I: Учебное пособие /В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др./ Сост. М. И. Скворцов. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995. — 352 стр. — 91 стр.
- Л. А. Енедерова. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. — Халӑх шкулӗ. №5 (122), 2012.
Каçăсем
Апат-çимĕç |
|
|---|---|
| Апатлану |
Ирхи апат • Американ ирхи апачĕ • Акăлчан ирхи апачĕ • Айриш ирхи апачĕ • Континентри ирхи апат • Континентри тулли ирхи апат • Вăта европа ирхи апачĕ • Франс ирхи апачĕ • Димсам • Иккĕмĕш ирхи апат • Ланч • Бранч • Кăнтăрлахи апат • Явкай • Снэк • Акăлчанла чей • Вырăсла чей • Амюзгёль-о-тэ • А ля карт • Мёню дю жур • Каçхи апат |
| Апатлану пайĕсем | |
| Йĕркелӳ |
Çимĕç • Кухня • Сĕтел тавраш нисепĕ • Куверт • Апатлану культури • Ĕçме культури • Кофейньă • Бар • Бистро • Кафе • Пиццери • Ресторан • Паб • Сăра сачĕ • Шанигартен • Кейтеринг • Банкет • Фуршет • Коктейль • Барбекю • Швед сĕтелĕ • Кофе-брейк • Фастфуд • Джанк-фуд |