Чăмка
Курӑнакан калӑплав
- Ку ăнлава Чăмкăç тенипе пăтраштармалла мар

Чăмка ([1] (лат. Podiceps cristatus) ) - чăмка евĕрлисен йышне кĕрекен шыв çинчи вĕçен кайăксен тĕсĕ.
Сăнĕ-тĕсĕ

Вăрăм мăйлă, тӳрĕ те вăрăм сăмсаллă, кăвакалран пĕчĕкрехскер. Çурăмĕ тутăх-хĕрлĕ, хырăмĕ, мăйĕ тата пуçĕ шурă тĕслĕ. Çуркунне чăмка пуçĕнче «хăлха» евĕрлĕ икĕ тĕксĕм тĕк пуххи пур, мăй тавра тутăх «çуха». Хĕлле вĕçен кайăксен çакнашкал капăрлăх çук.
Ареалĕ
Пĕтĕм Евразири (çурçĕрти çĕрсемсĕр пуçне), Австралири тата Ҫӗнӗ Зеландири пĕвесемпе кӳлĕсенче тĕл пулать. Африкăра та хăшпĕр çерте курма пулать.
Туй ирттернĕ чухне чăмка инçете каякан «куа», «круа» «корр» кăрлаттарать.
Галерея
-
Чăмка йăвара.
-
Чăмка йăвара.
-
Чомга нахохлилась
-
Виçĕ эрнери чĕппи
-
Чăмка Бисерово кӳлĕре пулă тытни
-
Чăмкасен туйĕ. мускав, çу уйăхĕн пуçламăшĕ
-
Podiceps cristatus çамартисем. Тулуза музейĕ.
Асăрхавсем
- ↑ Бёме Р. Л., Флинт В. Е. . — М.: Рус. яз., «РУССО». — С. 14. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
Каçăсем
- Большая поганка
- Чомга (Большая поганка) в Кусково / Great-crested grebe at Kouskovo
- На видео птица, встреченная 27 февраля 2014 года на Южном берегу Крыма, в Ялте. Она чистит перья на берегу Чёрного моря и даже подаёт голос2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
, Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи копийӗ
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |