Хуратул
Курӑнакан калӑплав


Хура тул – хура тул йышне кĕрекен ӳсентăран, кĕрпе культури. Хура тултан хура тул кĕрпи тăваççĕ.
Историйĕ
Хура тула çын 6 пин çул каялла кăнтăр-хĕвелтухăç Азире акса тума пуçланă. Кайран пĕчĕккĕн пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă.
Тĕсĕсем
Ахаль хура тул – пирĕн пата Грецинчен çакланнă. Шăпах ăна кĕрпе тума усă кураççĕ. Тутар хура тулĕ – вăл Ҫӗпӗрте ирĕклĕ майпа ĕрчет. Сивĕрен хăраса каймасть. Хăш чухне ăна выльăхсем валли те акса тăваççĕ.