Херес

Херес - ( исп.Jerez, анкăл Sherry ) - вăтам хаярлатнă испан шурă эрехĕ. Чăн хересе Херес тăрăхĕнче — Кăнтăр Испанири Андалузи провинцинче — тăваççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
Херес тăрăхĕнче 11 пин гектар çĕр çинче (2006 çул) иçĕм ӳсет. Херес эрехне тума ирĕк панă шурă иçĕм сорчĕсем: Паломино (90 %), Педро Хименес, Москатель (Мускат), Видуэньо, Перруно, Мантуо.
Иçĕм çырлине авăн уйăхĕнче пуçтарма тытăнаççĕ. Кун пирки алхас уявĕ иртет - "Фиеста-де-ла-Бендимия".
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче филлоксера эпифитотийĕ умĕн хересе тумашкăн иçĕм çырлин нумай сортне янă; 1868 çулта çак йыша 42 сорта кĕртнĕ[1].
Анлăрах сарăлнă сортсем:
- Palomino bianco, пуринчен малтан пиçсе çитет те питĕ паха эрех парать;
- Mantuo икĕ тĕсĕ, вĕсенчен япăх мар эрех тăваççĕ, вĕсем хăйăрлă (акшар/пура айтăпри) тăпра çинче ӳсеççĕ;
- Mollar икĕ тĕсĕ, Albillo тата Perruno, вĕсенчен типĕ эрехсем, уйрăмах вĕсен букетне хаклаççĕ;
- Pedro-Ximenez, Moscatel тата Tintilla-de-Rota: кусенчен питĕ паха пылак эрехсене тăваççĕ.
Хальхи вăхăтра хересе иçĕмĕн виçĕ сортĕнчен кăна тăваççĕ: Palomino Fino (мĕнпур продукцин 95 %), Pedro Ximenez тата Moscatel Fino[2].
Технологи

Эрехе тумашкăн пиçсе çитнĕ иçĕм çырли кирлĕ, çавăнпа та пайăн-пайăн, темиçе хутчен пуçтараççĕ. Хересĕн пылак сорчĕсене иçĕме таптаса çăрас умĕн ытларах чухне хулăмран тунă матсем çине хураççĕ те Хĕвел çинче икĕ эрне вырттараççĕ. Çакăн хыççăн иçĕме пăчăртаса илеççĕ.
Херес сорчĕсем
- Фино - ( fino ) - улăм-ылтăн тĕслĕ, 15-17 % хаярлăхпа пылаксăр эрехĕ. Миндаль, типĕ курăк, кăмпа шăршиллĕ.
- Олоросо
- Манзанилья - тĕттĕм-хăмăр тĕслĕ, кăштах тăварлă тутти.
Херес тăвакан пысăк компанисем
| Компани | Никĕсленĕ, çул | Хула |
|---|---|---|
| Gonzales Bayass SA | 1783 | Херес-де-ла-Фронтера |
| William & Humbert | 1877 | Херес-де-ла-Фронтера |
| Bodegas Osborn SA | 1772 | Санта-Мария |
| Antonio Barbadillo | 1821 | Санлукар-де-Баррамеда |
| Pedro Domecq | 1730 | Херес-де-ла-Фронтера |
| Garvey тата Valdivia | 1780 | Кадис |
| Croft Jerez | Херес-де-ла-Фронтера | |
| Grupo Estevez тата Valdespino | Хеоес-де-ла-Фронтера |
Хересрен тунă коктейлсем
Хересе аперитив коктейлĕсене тунă çĕрте ускураççĕ. Хутăштарса хатĕрленĕ ĕçмесене ытларах водкăпа, джинпе, вискипе пĕрле ĕçеççĕ. Кирлĕ чухне херес вырăнне шурă типĕ вермут та каять.
Çав. пекех
Литература
- Волкова Г. И. . — М.: Высш. шк.. — С. 337. — 656 с. — ISBN 5-06-004248-0.
- Менделеев Д. И., Таиров В. Е. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- М.А. Герасимов. . — М. — С. 493—502.
- Н.Ф. Саенко. . — М.
- . — М.: Государственное издательство торговой литературы. — Т. IX. — 890 с.
- . — Кишинёв: Главная редакция Молдавской Советской Энциклопедии. — Т. 3. — С. 368—369. — 548 с. — 50 000 экз. — ISBN 978-0-01-360551-0.
- . — М. — С. 343—347.
- Попов А. А. . — Шаблон:Ростов н/Д: Феникс. — С. 188—190. — 344 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-222-15220-1.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Consejo Regulador de las Denominaciones de Origen «Jerez-Xérès-Sherry» — Официальный сайт контролирующего комитета производителей хереса
- Херес, Jerez, Xérès, Sherry wine — Сайт о хересе и его аналогах
- Как делают Херес
- История и процесс производства хереса
- Самые известные испанские хересы.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
|---|---|
| Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
| Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
| Вăтаммисем, 9—30 % | |
| Хаярмаррисем, 1,5—8 % | |
