Контент патне куҫ

Ток вăйĕ

Мегавики материалӗ
Ток вăйĕ
 L
Ытти виçев пĕрчисемпе çыхăнни
СИ Ампер
СГС абА (СГСМ), статА (СГСЭ), Фр·с−1 (Гаусс пĕрчи)

Ток вăйĕ — шутлавлăхла пĕлтерĕшĕ пĕр-пĕр сий витĕр Δt вăхăт хушшинче иртекен ΔQ электро каплама çав хайхи вăхăт çине пайланипе тан I физикăлла кап[1]:

I=ΔQΔt.

Асăннă сий пек час-часах ярăшăн урлă касăлăвне илеççĕ. Ток вăйне час-часах I символпа паллă тăваççĕ (фр. intensité du courant).

Пĕрчĕсен пĕтĕм тĕнчери СИ тытăмĕнче ăна амперпа виçеççĕ (паллă тăвасси: А), ампер СИ тĕп пĕрчисенчен пĕри. 1 А = 1 Кл/с.

Асăрхавсем

  1. ↑ Физическая энциклопедия. Сила тока электрического.С.496