Танай
| Танай шывĕ | |
|---|---|
| «Нациллӗ ячӗ» параметрта синтаксиса пӑснӑ: ӑна тӗрӗс ҫапла хатӗрлемелле: «чӗлхе кочӗ/ят/иккӗмӗш чӗлхе кочӗ/ят». Тархасшӑн, йӑнӑша тӳрлетӗр! | |
| | |
| Уйрӑмлӑхӗсем | |
| Тӑршшӗ | 2960 км |
| Бассейн | 817 000 км² |
| Шыв расхучӗ | 6700 м³/ҫ |
| Водоток | |
| Ҫӑлкуҫӗ | шывсем пӗрлешни: Бригах и Брег |
| • Вырнаҫӑвӗ | Германи |
| • Ҫӳллӗшӗ | 678 м |
| Шыв вӑрри | Хура тинĕс |
| • Вырнаҫӑвӗ | Румыни/Украина/ |
| • Ҫӳллӗшӗ | 0 м |
| Юханшыв тайлӑкӗ | 0,237 м/км |
| Вырнаҫӑвӗ | |
| Шыв системи | Хура тинĕс |
|
|
|
| Патшалӑхсем | |
Танай (пăлх. Дунав, ним. Donau, ав.гр. Ἴστρος / Ister, венг. Duna, хорв. Dunav, лат. Danuvius е Danubius, рум. Dunărea, серб Дунав, словак. Dunaj) — хăйĕн тăршшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăнта (Атӑл хыççăн) тăракан юханшыв. Юханшыв тăршшĕ 2960км
Авал çырса хăварни
Танай çинчен çырнă чи авалхи çырусем шутĕнче грексен авалхи историкĕ Герадот çырнинче паллăртаççĕ. Вăл «Историĕн» иккĕмĕш кĕнекинче Истр юханшывĕ кельтсен çĕрĕнче пуçласа Европа варрипе юхнине çырса хăварнă. Юханшыв ятне кельтсем панă. Вĕсем чĕлхинче Danuvius (хăвăрт шыв) сăмахĕ danu (хăвăрт) тата vius (шыв) сăмахĕсенчен пулнă.
Физика географиĕ

Юханшыв Шварцвальд тăвĕсенче, Донауэшинген хули патĕнче тинĕс шайĕнче 678 метр çӳллешĕнче вырнаçнă Бреге (тăршшĕ 48 км) тата Бригах (тăршшĕ 43 км) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте пуçланать.
Юханшыв 10 патшалăх урлă юхать: Германи, Австри, Словаки, Венгри, Хорвати, Серби, Пăлхари, Румыни, Молдави тата Украина.
Хуласем
Танай çинче нума пысăк хула вырнаçнă. Вĕсем шучĕнче тăватă патшалăхăн тĕп хулисем: Австри — Вена (1 597 пин çын), Серби — Белград (1 168 пин çын), Венгри — Будапешт (2 016 пин çын), Словаки — Братислава (425 пин çын). Изар юппи çинче Баварин тĕп хули, Мюнхен вырнаçнă.
Пысăк хуласем:
- Регенсбург (Германи);
- Вена (Австри);
- Линц (Австри);
- Братислава (Словаки);
- Будапешт (Венгри);
- Белград (Серби);
- Русе (Пăлхари);
- Браилов (Румыни);
- тата ыттисем.
Литература
- Максаковский В. П. . — М.: Географгиз. — 56 с. — (Рассказы о природе). — 30 000 экз.
- Шаблон:ГИ
- Яновский, А. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1893. — Т. XI. — С. 232—237.
- Сапожников І. В. . — Іллічівськ. — 72 с. — ISBN 966-95448-3-1.
Танай |
||
|---|---|---|
| Патшалăхсем | ||
| Хуласем | ||
| Юпписем | ||
| Каналсем | ||
| Çав. пекех | ||
| Танай çинчи çар вăйĕсем | ||
- Юханшывсем, алфавитпа
- Юханшыв карточки: тултармалла: Тӑршшӗ
- Юханшыв карточки: тултармалла: ПБассейн лаптӑкӗ
- Танай
- Хура тинĕсе юхса кĕрекен юханшывсем
- Баден-Вюртембергри юханшывсем
- Баварири юханшывсем
- Венăри юханшывсем
- Тури Австрири юханшывсем
- Анатри Австрири юханшывсем
- Словакири юханшывсем
- Хорватири юханшывсем
- Сербири юханшывсем
- Пăлхарири юханшывсем
- Румынири юханшывсем
- Хункăрири юханшывсем
- Молдавири юханшывсем
- Одесса облаçĕнчи юханшывсем
- Чикĕри юханшывсем