Контент патне куҫ

Слакпуҫ

Мегавики материалӗ
Ял
Слакпуç, Slakpuş
Ялав Герб
Ялав Герб
53°58′26″ с. ш. 54°24′54″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Пушкăртстан
Муниципаллă район Пелепей
Ял канашĕ Слакпуç
Сехет тӑрӑхӗ UTC+6:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 580[1] ҫын (2009)
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Катойконим слакпуçсем
Цифра идентификаторӗсем
Почта индексӗ 452016
ОКТМО кочӗ 80609434101
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 80209813004
Номер в ГКГН 0523013
Слакпуç, Slakpuş на карте
Слакпуç, Slakpuş
Слакпуç, Slakpuş

Слакпуç, (пушк. Ыҫлаҡбаш, выр. Слакбаш, тут. Слакбаш) — Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районĕн чăваш ялĕ. Чăваш литературин классикĕн, Константин Васильевич Ивановăн (1890-1915), тăван çĕршывĕ, çуралса ӳснĕ вырăнĕ. Унăн вилтăприйĕ те кунтах.

Тавралăхĕ, халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Слакпуç ял тăрăхĕ Пелепей районĕн картти çинче

Слакпуç вăл — Слакпуç ял канашĕн тĕп ялĕ. Район центрне — Пелепее — çитме 25 çм, Глуховская ч/ç чарăнăвне çитме 3 çм[2] 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 580 çын пурăннă[1]. Чылайрахăш этнос тĕлĕшпе — чăвашсем (91 %).

Халăх йышĕн динамики:

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[1]
Мĕнпур халăх Халăх йыш улшăнăвĕ: 2002—2009
2002 2009 çын %
550 580 +30 +5,45

Ял йышĕ 2002-2009-мĕш çулсенче ÿснĕ пек курăнать. Анчах та 2010-мĕш çулхи çырсатуху тĕлне — каллех чаку: 551 çын [3].

Ĕлеххи тĕлĕшпе демографилле кăтартусем çакăн пек[4]: 1795-мĕш çулта – 214 арçын, 220 хĕрарăм; 1811 – 67 кил, 314 арçын; 1816 – 300 арçын, 327 хĕрарăм; 1834 – 112 кил, 420 арçын, 439 хĕрарăм; 1870 – 178 кил, 476 арçын, 530 хĕрарăм; 1896 – 238 кил, 714 арçын, 692 хĕрарăм; 1906 – 265 кил, 804 арçын, 806 хĕрарăм; 1920 – 349 кил, 944 арçын, 1045 хĕрарăм; 1939 – 1498 çын; 1969 – 866; 1989 – 502; 2002 – 550 çын.

Ялăн кунçулĕ

Электронла чăваш энциклопеди Слакпуç еплерех пуçланса кайни тĕлĕшпе яри уçăмлăх çуккине палăртать[4]. Халăх халапĕсем тăрăх, яла XVIII ӗмӗрте Пелепей хулин вырăнĕнче пурăннă чăвашсем пуçланă имĕш. Малтан "Çилпи" текен вырăнта, кайран Слак çырми патĕнче тăплненнĕ теççĕ. Тепĕр легенда тăрăх 1618-мĕш çултах хальхи Чăваш республикинчи Кавал тата Тупах ялĕсенчен (иккĕшĕ те Вӑрмар районӗ) килсе вырнаçни пирки калаççĕ. Çав вăхăтрах Пелепей уесӗнчи Ярмулай çыннисем никесленĕ текен хыпар та пур.

Çутĕç, культура, тĕн

1892-мĕш çулта Михайло-Архангел чиркĕвне сăвапланă, ун çумĕнче пĕр класлă миссионерла шкул уçăлнă[4]. 1898-мĕш çулта çавăн пек шкул хĕрачасем валли те туса хунă. 1917-мĕш çулччен Слакпуçĕнче чăваш кĕнекисен управĕ (склачĕ) пулнă.

Хальхи вăхăтра ача сачĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, кĕнекесар, музейсем (К.В.Ивановăн — 1940-мĕш çултанпа, Я.Г.Ухсайăн — 2006-мĕш çултанпа) пур.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Вуламалли

  • Петров И.Г. Чуваши Башкортостана. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Петров И.Г. Чуваши // Народы Башкортостана: историко-этнографические очерки. Уфа, 2002
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Чуваши Приуралья: культурно-бытовые процессы. Чебоксары, 1989.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Медведев, Владислав Валентинович. ДИНАМИКА ЧУВАШСКИХ ПОСЕЛЕНИЙ РЕСПУБЛИКИ БАШКОРТОСТАН. // Проблемы истории, филологии, культуры, №3, 2015, С.332-343.

Ӑнлантарусем

Каçăсем