Пирĕшти
| Пирӗшти | |
|---|---|
| Мария Фомиряковӑн «Пирӗшти» картини Мария Фомиряковӑн «Пирӗшти» картини | |
| Халап | чӑваш халаплӑхӗ |
| Арлӑх | ама |
| Ӗҫӗ-хӗлӗ | этеме инкек-синкекрен упрасси, ырӑ хыпар ҫитересси |
Пирӗшти (диалект. Пирӗште, Пирӗшчи[1]) — килтисене, тӑвансене пӑхакан, ырӑ паракан сывлӑш.
Этимологи
Пирӗшти сӑмах перс чӗлхинчен кӗнӗ: перс. فرشته[2][3], вӑл «ырӑ», «ангел» тенине пӗлтерет. Ку сӑмах ытти чӗлхесенче те тӗл пулать: уйг. периштә, туркм. перишде , казах. периште, к.-калп. периште, нух. периште, казах. бериште, узб. фаришта, пушк. фирештә, тут. фәрештә, азерб. пэри [4].
Пирӗшти ҫинчен
Пирӗшти — ҫынна тӗрлӗ инкек-синкекрен упракан ырӑ. Ача ҫуралсан унӑн чунне пирӗшти илсе килет, малашне ун пурнӑҫӗ мӗнле йӗркеленессине пӗтӗмпех ҫырса хурать тесе шутланӑ[5].
Чӑвашсем вӑл этемӗн хулпуҫҫи ҫинче ларать тесе ӗненнӗ. Ҫавна май кӗлӗсенче хӳтӗлеме ыйтнӑ, тӗрлӗ инкек-синкекрен упраса сыхлама тархасланӑ[6].
Чӑваш халаплӑхӗнче пирӗшти ҫавӑн пекех ҫын ыйтнине Кепепе Пӳлӗхҫӗ урлӑ аслӑ Турӑ патне ҫитерет, ҫавӑн пекех ҫӳл тӳпери турӑсен ырӑ хыпарӗсене этеме пӗлтерет. Пирӗштине ытларах чухне хӗрарӑм сӑнарӗпе калӑплаҫҫӗ[7].
Культурӑра
Пирӗшти тесе сӑвӑ-калавсенче идеаллӑ, таса чунсене сӑнарлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Маркиан Удаловӑн «Чечек» сӑвӑллӑ романӗнче:
«Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, —
Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, —
Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн…»[8]
Ҫавӑн пекех «пирӗшти» тесе хитре те илемлӗ персонажсене, ытти япаласене палӑртаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Геннадий Максимов хӑйӗн «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» повеҫӗнче пирӗшти тесе хурӑна сӑнарлать: «Ҫак пирӗшти хурӑнӑн пурте пур: Шурӑнни пек тӗветкеллӗх те, вӑтанчӑклӑх та, сапӑрлӑх та, ӗлккенлӗх те…[9]». Ытларах чухне, ҫавах та хирте хӗрсене ҫапла сӑнарлаҫҫӗ, сӑмахран, Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» романӗнчи тӗслӗх: «…[Тимӗр] пулӑшуҫи енне пуҫне пӑрчӗ: — Кам вара ку пирӗшти пек чиперкке пике?[10]».
Ҫав шутра ҫыравҫӑсем пирӗшти сӑнарӗпе тӳрремӗн те усӑ кураҫҫӗ. Георгий Ефимов хӑйӗн «Эп каҫаратӑп…» сӑввинче ҫапла ҫырать:
Эп каҫаратӑп...
Турӑ каҫартӑр...
Хул пуҫҫийӗм ҫинче ларакан пирӗшти —
Килес кунӑн ҫути
Сӗм ҫӗрле те сыхлатӑр.[11]
Геннадий Юмартӑн «Хӗрт сурт» сӑввинче те пирӗштине асӑнни пур:
Эй, ыр хӗрт-суртӑм, ырӑ пирӗшти!..
Ҫапла чӗнем-и халӗ те пулин?
Эс пуррипе ӑнать кун-ҫул утти,
Эс пуррипе вӑл туйӑнать туллин.[12]
Пирӗшти сӑнарӗпе кӗнеке ячӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнеке пичетленсе тухнӑ, унта 11 ҫамрӑк автор хайлавӗ кӗнӗ[13].
Пирӗшти сӑнарӗпе художниксем те час-часах усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗх пек Мария Фомиряковӑн «Пирӗшти» ӗҫне илме пулать[14].
Тӗнре
Пирӗштине кӗл тӑвасси чылай йӑла-йӗркере тӗл пулать. Тӗслӗхрен, ача ҫуралас умӗн пирӗштие асӑнса ача пирки ыррӑн ҫырма кӗл тӑваҫҫӗ: «Эй, Турӑ, ӑраскал, телей пар. Ырӑ пирӗшти, ырра ҫыр, чипер пурӑнмалла ту»[15]. Тӳр киллинче каламалли кӗлӗре те асӑнаҫҫӗ: «Таса пирӗшти, эсӗ курӑнми ҫунатупа пире хӳтӗле, тӗрӗслӗхпе тархасласа кӗлтӑвакансене ҫывӑрнӑ чух, шыв урлӑ каҫнӑ чух, вӑрманта пӗлми ҫулпа ҫӳренӗ чух — мӗнпур аташнӑ ӗҫсенчен упраса сыхла»[6].
Геральдикӑра
Пирӗшти сӑнарне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхӗн гербӗнче тата ялавӗнче асӑрхама пулать[16].
Ӑнлантарусем
- ↑ Федотов М. Р. Этимологический словарь чувашского языка, том I, стр. 434.
- ↑ М. Рясянен. Материалы по исторической фонетике тюркских языков, стр. 145а.
- ↑ В. Г. Егоров. Этимологический словарь чувашского языка, стр. 161.
- ↑ Пирӗшти (выр.). Электронные словари. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Ача ҫуралсан тӑвакан йӗркесемпе сунӑмсем. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ 6,0 6,1 Тӳр киллинче каламалли. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Г.Б. Матвеев. Пирӗшти (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Маркиан Удалов. Чечек. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Геннадий Максимов. Çĕрĕллĕ хура кушак. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Николай Максимов. Шурӑ акӑш ҫулӗ :: Пулат хан тӑхӑмӗ. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Георгий Ефимов. Эп каҫаратӑп... Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Геннадий Юмарт. Хӗрт сурт. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Пирӗшти патне янӑ çыру» (Письмо ангелу) (выр.). Чувашское книжное издательство. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Мария Фомирякова (выр.). Звезды искусства Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Ача ҫуратас умӗнхи кӗлӗ. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.
- ↑ Геральдика.ру. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗ.
Каçăсем
- Г.Б. Матвеев. Пирӗшти (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗ.