О. Генри
| О. Генри | |
|---|---|
| акăл. O. Henry | |
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Уильям Сидни Портер |
| Псевдонимсем | O. Henry, Olivier Henry |
| Ҫуралнӑ | 1862 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ[1][2][…] |
| Ҫуралнӑ вырӑн | Гринсборо, Ҫурҫӗрти Каролина, АПШ |
| Вилнӗ | 1910 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ[1][2][…] (47 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | XX ĕмĕрти американ прозăçи, фармацевт (профессипе) |
| Пултарулӑх ҫулӗсем | 1899—1910 |
| Направлени | юмор |
| Жанр | новелла |
| Хайлавсен чӗлхи | акӑлчан чӗлхи |
| Дебют | «Рождественский подарок Дика-Свистуна» (1899) |
| Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем | |
О. Ге́нри (акăл. O. Henry, чăн ячĕ Уи́льям Си́дни По́ртер, акăл. William Sydney Porter; 11.09.1862, Гринсборо, Ҫурҫӗрти Каролина — 05.06.1910, Нью-Йорк) — американ çыравçи, пурĕ те йышăннипе, кĕске калав ăсти. Унăн новеллисенче çинçе юмор тата кĕтмен çĕртен пулса кайни.
Биографи
Уильям Сидни Портер 1862 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Гринсборо хулара тухтăр килйышĕнче çуралнă, акăлчан тата голланд колонисчĕсен кăкĕнчен тухнăскер. Унăн куккăшĕ 1865—1868 çулсенче Çурçĕр Каролина кĕпĕрнетĕрĕ пулнă[3].
Виçĕ çулта чухне амăшĕ туберкулёз чирĕпе çĕре кĕнĕ, вара ачана Эвелина Портер, ашшĕ енчен аппăшĕ (унăн харпăр шкулне тытнă), çитĕнтернĕ. Шкулта вĕренсе тухсан, 16 çулта куккăшĕн аптекинче фармацевт-сутăç пулса ĕçленĕ (1878). Хăвăрт вĕренсе, 1879 çулта фармацевт лицензине тивĕçнĕ. Виçĕ çултан, 1881 çулта туберкулёз чирĕн симптомĕсем хаярланнипе климăта улăштармашкăн Техаса тухса кайнă.
Унта вăл палланă Холл тухтăр ывăлĕн — Ричард Холл — ранчинче пурăннă, ĕçлесе пулăшнă (эрнере 2-3 хутчен Конулл хуларан почтă турттарнă, ковбойсем валли апат хатĕрленĕ), анчах та ĕçлемен, шалу илмен те апатланса пурăннăшăн укçа тӳлемен. Тепĕр ик çултан, сывалса çирĕпленсен, Остина (Техас) куçнă, унта тĕрлĕ профессипе хăтланнă — риэлтор фирминче бухгалтер, çĕр тытăмлавĕнче чертёжник пулса ĕçленĕ.
Çамрăк авланман каччă Портер пĕрлĕх пурнăçне Остинре туса пынă. Çивĕч ăслăскер, сăмаха кивçен илмесĕрех калаçма пултарнăскер, мусăка юратнă: гитарăпа мандолина çинче вылянă, Сăв. Тавит епископ чиркĕвĕн хорĕнче юрланă, хулари çамрăк хĕрарăмсем валли серенадăсем шăрантарнă «Hill City Quartette» ушкăнне кĕнĕ.
Портер пуян çемьере çитĕннĕ 17 çулти Атоль Эстесе тĕл пулнă. Историксен шухăшĕпе, Портерпе Атоль Техас штатĕнчи Капитолие чул хунă чухне 1885 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче паллашнă. Амăшĕ хĕрне, туберкулёзпе чирлĕ тесе, парасшăн пулман. 1887 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Портерпе Атоль тухса тараççĕ, Р. К. Смут Вăта пресвитериан чиркĕвĕ пасторĕн хăнасен пӳлĕмĕнче венчете тăнă. Мăшăр мусăк тата театр коллективĕсен пултарулăхне хутшăннă, çаплах Атоль упăшкине çырмашкăн хавхалантарнă. 1888 çулта Атоль ывăл çуратнă (темиçе сехетрен вилнĕ), кайран 1889 çулхи авăн уйăхĕнче Маргарет Уорт Портер хĕрачана çуратнă.
Библиографи
- «Корольсем тата купăста» (роман)
- Калавсен пуххисем
- «Тăватă миллион», 1906
- «Çунакан çуткăç», 1907
- «Анăç чĕри», 1907
- «Пархатарлă жулик», 1908
- «Пысăк хула сасси», 1908
- «Шăпа çулĕсем», 1909
- «На выбор», 1909
- «Коловращение», 1910
- «Ĕçлĕ çынсем», 1910
- «Шестёрки-семёрки» или «Всего понемножку», 1911 (вилнĕ хыççăн)
- «Под лежачий камень», 1912 (вилнĕ хыççăн)
- «Остатки», 1917 (вилнĕ хыççăн)
Литература
- Внуков Н. А. . — Л.: Детская литература. — 239 с.
- Дженнингс Э. . — М.: Госиздат. — 197 с.
- Левидова И. М. . — М.: Художественная литература. — 252 с.
- Танасейчук А. Б. . — М.: Молодая гвардия. — 267 с. — ISBN 978-5-235-03591-1.
- В. М. Фриче. Три американца // Новый мир : журнал. — 1925. — № 5.
- The Complete Works of O. Henry, Nelson Doubleday, Garden City, N.-Y., 1927
- O. Henry. A Biography, by Alphonse Smith.
- Е. О’Brien в кн. The Advance of the American short-story, N.-Y., 1923
Асăрхавсем
- ↑ 1,0 1,1 1,2 Henry, O. (англ.) // The Enciclopædia Britannica: New Volumes — 12 — London, New York City: 1922.
- ↑ 2,0 2,1 O. Henry // Internet Broadway Database (англ.) — 2000.
- ↑ Ксенофонтов А. Б. О. Генри // Энциклопедия «Вокруг Света». 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- О. Генри — о творчестве писателя
— Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «О. Генри»- Марина Ефимова. Поверх барьеров: Кто не любит писателя О. Генри? (с 21:33) // Радио Свобода, 24.06.2000
О. Генри хайлавĕсем |
|
|---|---|
| Роман |
Корольсем тата купăста (1904) |
| Калавсем |
Шăпа çулĕсем (1903) · Дары волхвов (1905) · Юлашки листа (1907) · Хĕрлĕ ӳтлисен çулпуçĕ (1910) · Хамăрах суйланă çулсем (1910) · Тăван чунсем (1911) |
| Калавсен пуххисем |
Тăватă миллион (1906) · Пархатарлă жулик (1908) · Шăпа çулĕсем (1909) · Коловращение (1910) · Юлашкисем (1917) |
| Çыхăннă статьясем | |
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Авӑнӑн 11-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1862 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Гринсборо
- Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вилнисем
- 1910 ҫулта вилнисем
- Нью-Йоркра вилнисем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- О. Генри
- АПШ новеллисчĕсем
- Вестернсен авторĕсем
- Акăлчан чĕлхиллĕ çыравçăсем
- Пĕвер циррозĕпе вилнисем
- Çурçĕр Каролинăра пытарнисем